13 ноября 2009 г.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексĕнче 3—4-мĕш классем хушшинче мини-футболла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту пулчĕ.
Унпа ку ÿсĕмри шкул ачисен спартакиади (унта спортăн 4 енĕ кĕреççĕ: футболла вылясси, йĕлтĕрпе чупасси, “Ял пурнăçĕ” хаçат эстафети тата “Савăнăçлă стартсем”) пуçланчĕ те.
Мини-футбол ăмăртăвне 9 команда хутшăнчĕ. Унта Именкассинчи тĕп шкулти кĕçĕн классем, финалта райцентрти 2-мĕш шкул командине 2:0 шутпа парăнтарса, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Именкассинчи Евгений Егоров, 6 мечĕк тапса кĕртсе — “Чи лайăх бомбардир”, ку командăри Дима Осипов (вăл пĕр мечĕк те кĕртсе яман) “Чи лайăх вратарь” ятсене тивĕçрĕç.