АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал пушарсен хисепĕ нумайланчĕ

13 ноября 2009 г.

 

2009 çулхи вунă уйăхра районта 28 хутчен вут-кăвар алхаснă. Пушарта — ултă çын, çав шутра пĕр ача, çунса кайнă. Иртнĕ çулхи çав тапхăрта вут-çулăм 24 хутчен тухнă. Тата икĕ çынăн пурнăçĕ татăлнă.

Вут-кăвар ашкăннин сăлтавĕ, тĕпрен илсен, чылай чухне хамăр пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе çыхăннă. Тимсĕрлĕх тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни — унăн ытларах сăлтавĕсем.

Халь, акă, хĕле кĕнĕ май, эпир хамăр çурт-йĕре хутса ăшăтма тытăнтăмăр. Кашни çын хăйĕн çурт-йĕрне хăйне енлĕ, сăмахран, пĕри — газ хуранĕпе, тепри — вырăс кăмакипе, виççĕмĕшсем электроэнергипе хутса ăшăтмалли хатĕрсемпе, усă курать. Асăннă хутса ăшăтмалли хатĕрсем кашниех пушартан сыханмалли правилăсене çирĕп пăхăннине юратаççĕ.

Мĕн пĕлмелле-ха вут-кăвартан асăрханас тесен?

Хутса ăшăтмалли сезон çитнĕ май, пÿрт-çурта хутса ăшăтмалли мĕн пур хатĕрсене тĕрĕслемелле, енчен те вĕсем юсавсăр пулсан, вĕсене çийĕнчех юсамалла.

Кăмакасемпе хутса ăшăт-малли ытти хатĕрсене вут-çулăм хăвăрт хыпса илмелли хатĕрсенчен уйрăмрах вырнаçтармалла, кăмакасем умĕнчи урайне 0,5х0,7 виçеллĕ тимĕр листи сармалла.

Хутса ăшăтмалли сезонччен тĕтĕм çулĕсене тасатмалла. Çавăн пекех çунакан кăмакасене асăрхамасăр тăмалла мар. Кăвайт е вучах чĕртнĕ чухне бензинпа тата дизель топливипе усă ан курăр. Тĕтĕм тухакан мăрьесене тата стенасене шуратмалла. Харпăр хăй ăсталанă ăшăтмалли электрохатĕрсемпе усă курма юрамасть. Юсавсăр розеткăсемпе, пралуксемпе ан усă курăр.

Енчен те вут-кăвар алхасма пуçларĕ-тĕк “01” “112” е 2-23-68 номерсемпе телефонпа шăнкăравлама ан манăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика