13 ноября 2009 г.

Кашни çынăн пурнăç кустăрми урăхларах çаврăнать. Пĕрин вăл хăвăрт, теприн вара васкамасть… Кусем йăлтах чун-чĕре канăçсăрлăхĕпе çыхăннă. Çапла шутлаççĕ Туçи Чуракассинчи Нина Герасимовапа Василий Александров.
Иккĕшĕ те тăван хуçалăхра тăрăшнă, халĕ тивĕçлĕ канура. Иккĕшĕ те ялти сысна ферминче вăй хунă.
— 14 çул сыснасем пăхрăм. 8 çул кунтах заведующире ĕçлерĕм. Халь, акă, килте выльăхсемпе тăрмашатпăр. Ĕне пур. “Улайкка” ятлă. Чăх-чĕп усрани те кирлĕ, — тет кил хуçи хĕрарăмĕ Нина Агафоновна. — Çынна ĕç юсать вĕт.
— Килĕр, килĕр, ай, килĕрех, — калаçăва хутшăнчĕ Василий Александрович. — Хăнасене эпĕ яланах хавас…
Кил хуçи 61 çул тултарнă. Ялти сысна ферминче кочегарта вăй хунă. Унччен маларах — механизаторта… Платникре те ĕçленĕ.
— Çак çурта 1986 çулта нимелле купаларăмăр. Кайран платниксемпе… Ачасем, кайăксем евĕр, вĕçсе кайса пĕтрĕç, — хăй калассине уçрĕ вăл.
— Хаçат-журнал вулатăр-и? — ыйтрăм иккĕшĕнчен те.
Район хаçатне çырăнса илмен-мĕн. Упăшкипе арăмĕ хире-хирĕç пăхрĕç те, пĕр шухăш-кăмăлпах пуль, хăйсем калассине пытармарĕç.
— Хамăр çинчен вулас-тăк… çырăнса илме те юрать, — терĕç.
Çураçмаллах ку сăмахсемпе.