10 ноября 2009 г.
П. Г. Андреев Элĕк районĕнчи Исванкă ялĕнче 1972 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăл — кăçалхи çĕртме (июнь) уйăхĕнчен тытăнса районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, майор — криминаллă милици пуçлăхĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕнчен пуçласа вăхăтлăха районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Çемьеллĕ. Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче (ноябрь) Павел Геннадьевичпа курнăçрăм, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
— Павел Геннадьевич, сирĕн професси уявĕ çывхарать. Ăна эсир, паллах, 2009 çулхи вунă уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнипе кĕтсе илетĕр.
— Тĕрĕсех. Асăннă тапхăрта Трак енре пулнă 165 преступление регистрациленĕ. Ку кăтарту, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 21, 3 процент ÿснине çирĕплетет. Пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕ преступлени тăвакансен хисепне нумайлатни куç умĕнчех. Çынсем, унччен Мускава е Мускав облаçне е ытти çĕре ĕçлеме çÿренĕскерсем, халь ялсенче ĕçсĕр аптраççĕ. Вĕсенчен хăшĕсем, ытларах чухне ĕçкĕ-çикĕне пула, преступлени тăвас çул çине тăчĕç. Уйрăмах криминаллă лару-тăру Еншик Чуллăпа Красноармейски ял тăрăхĕсенче пысăкланни палăрать.
Уйрăмах питĕ йывăр тата йывăр преступленисен, çын пурлăхне, хваттер, лавкка, выльăх-чĕрлĕх çаратнин хисепĕ иртнĕ çулхинчен ÿснĕ. Экономикăпа çыхăннă преступленисене тупса палăртассипе япăхрах ĕçленĕ.
Район шайĕнче кăçалхи вунă уйăхра шута илнĕ преступленисенчен уçса парасси пĕлтĕрхи шайрипе илсен 21,3 процент лайăхланнă. Шел пулин те, Еншик Чуллăпа Хусакасси лавккисене çаратакансене тупса палăртайман.
Тата Кайри Карăкпа Васнар ялĕсенче уйрăм çынсен таки-сурăххисене вăрлакансене те тăрă шыв çине кăлараймарăмăр. Çакăнта кил хуçисен хăйсен выльăх-чĕрлĕхне пăхса усранă çĕрте тимлĕхĕ çитейменни те шухăшлаттарать.
Уйрăммăн илсен криминаллă милици енĕпе — 78 тата обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ тĕлĕшпе 87 преступление шута илнĕ. Çул çитмен ачасем хушшинче йĕркене пăснă хисеп унчченхи çулхи шайрах юлнă.
Тĕслĕхрен, криминаллă милици енĕпе преступленисен 74,3 процентне уçса панă. Иртнĕ çулхи вунă уйăхра ку хисеп — 64, 4 процент.
— Обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес çĕрте вырăнсенче, калăпăр, ял тăрăхĕсенче, мĕнлерех ĕçлеççĕ-ши?
— Чăн малтанах, манăн хамăр ĕçре ку тĕлĕшпе хăш-пĕр çĕнĕлĕхсемпе усă курни пирки чарăнасшăн. Акă, кăçалхи тăхăр уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чух эпир районти шалти ĕçсен пайне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те йыхравларăмăр. Вĕсен ыйту-сĕнĕвĕсем çине туллирех хуравлассишĕн çине тăтăмăр. Паллах, семинар-канашлу пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Пирĕн шалти ĕçсен пайĕнчи кашни уйрăмăн кашни ĕçченĕ унта пухăннисемпе тĕл пулчĕ.
Тата унччен маларах хам Трак гимназийĕнче, Упири, Красноармейскинчи 2-мĕш, Чатукассинчи, Кĕçĕн Шетмĕри тата ытти шкулсенче пулса право ыйтăвĕсемпе калаçусем йĕркелерĕм.
Преступлени тăвакансене хирĕç кĕрешес çĕрте Алманч, Карай, Упи ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсенче çав териех ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнакан çемьесене пĕтĕмпех шута илнĕ.
Асăннă вырăнсенче профилактика канашĕн членĕсемпе ял тăрăхĕсен депутачĕсем тата участоксенчи уполномоченнăйсем япăх çемьесенче пулаççĕ, вĕсене черетлă ларусене чĕнсе пăхса тухассине манăçтармаççĕ.
— Павел Геннадьевич, участоксенчи уполномоченнăйсене, тен, хăшĕ-пĕрне ят-хушаматпах асăнни те вырăнлă пуль.
— Паян районти шалти ĕçсен пайĕнче аттестаци витĕр тухнă 50 çын вăй хурать. Хальлĕхе вакантлă икĕ должность пур. Пĕтĕмпе йышра тăрăшакансенчен милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем — вуннăн. Уйрăмах обществăлла йĕркелĕх хуралĕнче Карай ял тăрăхĕпе ĕçлекен Сергей Юрьевич Егорова мухтас килет манăн. Ăна ĕçре ырă енĕпе палăрнăшăн ЧР Шалти ĕçсен министерстви “2009 çулхи участокри лайăх уполномоченнăй” паллăпа наградăланă.
Унпа пĕрлех Владимир Архипов (Алманч), Андрей Макаров (Красноармейски), Андрей Каршов (Мăн Шетмĕ), Гурий Алексеев (Упи) участоксенчи уполномоченнăйсене яваплă ĕçре иксĕлми тÿпе хывнăшăн тав тăвассăм килет.
— Ĕçре палăртнисене пурнăçлассипе мĕн туса çитерейместĕр-ши?
— Хальлĕхе вырăнсенче ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсемпе таччăнрах çыхăнса ĕçлени çитеймест-ха. Тата общественноçпа пĕрле вăй хурассине татах лайăхлатмалла пирĕн.
— Павел Геннадьевич, Раççейри милици ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе хăвăр йыша мĕн суннă пулăттăр?
— Манăн Раççей милицийĕн уявĕ ячĕпе паян постра, обществăлла йĕркелĕх хуралĕнче тăракан ĕçтешсене тата вĕсен çемйисене, милици ĕçĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене чĕререн саламлассăм, ырлăх-сывлăх сунассăм килет.
— Тавах, сире пурсăра та.