10 ноября 2009 г.
Çеçпĕл 110 çул тултарнине паллă тунă май, шкулта поэта халалласа тĕрлĕрен пултарулăх ĕçĕсем туса ирттерчĕç ачасем. Сочиненисем çырчĕç, сăвăсем калăпларĕç, ÿкерчĕксем турĕç, калаçусем ирттерчĕç, кĕнекесем пăхса тухрĕç.
Мĕнле-ха юбилей умĕн паллă поэтăмăрпа çыхăннă вырăнсене çитсе курмăн! Çеçпĕл Мишшин вырăнĕсем тăрăх çÿрес пулсан, инçетри Украинăнах çитме тивнĕ пулĕччĕ. Пирĕн ачасем вара вăл çуралса ÿснĕ çĕре çул тытрĕç. В. В. Петров водитель, малтан калаçса татăлнипе килĕшÿллĕн, хăйĕн “хурçă утне” тапратрĕ те вĕçтертĕмĕр хайхи Канаш еннелле! Улттăмĕш классен ертÿçи Римма Ивановна Яковлева, инçе çул кĕскелтĕр тесе, çул тăршшĕпех Çеçпĕл çинчен сăмахларĕ, унăн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ те эпир мĕн астуса юлнине çул тăршшĕпех тĕпчерĕ. Сисмесĕрех çитрĕмĕр çитес çĕре. Тĕлĕнмелле: музей умĕнче шкул автобусĕсем нумай, ачасем кĕшĕлтетеççĕ кăна. Пирĕнтен малтан çитнисем нумай иккен: елчĕксем, вăрмарсем, сĕнтĕрвăррисем… Музей ĕçченĕсем пире хаваспах кĕтсе илчĕç, экскурси экспоначĕсемпе паллашма чĕнчĕç. Мĕнле кăна материалсем çук-ши кунта: Çеçпĕл ачалăхĕ, унăн амăшĕ, тăванĕсем, юлташĕсем, шкулти ĕçĕ-хĕлĕ тата малашнехи кун-çулĕ. Çеçпĕл чечекĕн ĕмĕрĕ евĕр, поэтăн пурнăçĕ çав тери кĕске пулни пире хумхантарать, паллах. Енчен те унăн шăпи вăрăмрах пулнă пулсан? ...Унăн кĕске пурнăçĕ кăна мар, сăввисем те тарăн шухăша яраççĕ, пурнăçри турă панă кашни куна чипер те таса пурăнма чĕнеççĕ. Республикăри ытти шкул ачисем пекех пурнăçри пулăмсенчен юлса пыманнишĕн хĕпĕрте-рĕмĕр, çакăн пек экскурсире пулса курнишĕн савăнтăмăр, кăмăллă туйăмсемпе киле таврăнтăмăр. Асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турăмăр музейра, ун умĕнче, Çеçпĕл Мишши паркĕнче.