АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ шăмат кун

10 ноября 2009 г.

 

Ял çыннишĕн канмалли кун çук та тейĕн — çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те уншăн шăмат кунпа вырсарни кун — ĕçлĕ кунсем. Кĕркунне те çаплах: выльăхне пусса тирпейлемелле, теприн кĕтÿ черечĕ çитнĕ, ав, пасара çитсе унти хаксемпе интересленмелле, тислĕк тăкмалла, садра кĕрхи ĕçсене туса ирттермелле... Канма-и унта.

Кĕçĕн Шетмĕ салинчи Ленин урамĕнче пурăнакансемшĕн октябрь уйăхĕн пĕр шăмат кунĕ ĕçлĕ кун пулчĕ: малтанах палăртса хунă тăрăх пушар алхаснă пĕр кил-çуртран тăрса юлнă хуралтăсене пăсса тиесе тухмалла. Октябрĕн 24-мĕшĕнче инкек пулса иртнĕ хуçалăх умне "Нива" ял хуçалăх предприятийĕ уйăрса панă, прицеп кăкарнă гусеницăллă тата урапаллă тракторсем çитсе чарăнчĕç. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, пус çумне пус хушса çĕкленĕ пÿрт-çурт, хуралтăсем тем самантра кĕл, кăмрăк пулса юлнă. Унта та кунта килте усă курнă япаласем выртаççĕ. Гусеницăллă тракторпа çунса пĕтмен япаласене пĕр çĕре тĕксе пуçтарчĕç. Ял çыннисем вĕсене прицеп çине тиерĕç, çÿп-çап тăкмалли вырăна кайса тăкрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика