10 ноября 2009 г.
Эпĕ Нимĕчкасси ял старости пулса ĕçлеме пуçлани вунă çул çитет. Çак тапхăрта Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем çиччĕн улшăна-улшăна вăй хучĕç. Кам çур çул, кам 1—2 çул ĕçлерĕ. Кун пек чухне ăçтан-ха тĕллевлĕ ĕç пирки калаçăн?
Яваплă çак ĕçре вăй хума пуçличчен Алманч ял тăрăхĕнче газ баллонĕсем çăмăллăхпа илейместĕ-мĕрччĕ, электричество ыйтăвне татса пама тăтăшах Çĕрпÿ хулине танккамаллаччĕ. Çав вăхăтра ытти ял администрацийĕсенче ĕç ветеранĕсем пурте çăмăллăх-сем илетчĕç. Çÿресен-çÿресен, тĕрлĕ инстанцисене çырусем çырсан эпир те çынсем евĕрех пурăнма пуçларăмăр.
Пирĕн ялта çуллахи вăхăтра ĕнесене пурте, лашасене евĕр, çерем çинче тăлласа усранă.Ирхине уя кăларнă, каç енне тăлă салтма кайнă. 45 çул хушшинче (1955—2000) аран-аран ку пăрахăç пулчĕ. Вăл тапхăрта çырмасенче еплерех асапланатчĕç ĕнесем, лачакана кĕре-кĕре ларатчĕç. Лашапа туртса кăларни те сахал мар пулнă. Нимĕчкасси ялĕн 77 çырма теççĕ. Паян ял халăхĕ хăйĕн выльăхне хапха умĕнче кăна кĕтсе тăрать.
Ялти икĕ пысăк пĕве тĕппипех татăлса кайма пуçларĕ. “Красноармейская” МСО ертÿçисем, “Гигант” ЯХПК (В. Александров), Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Федорова, пенсионерсем пулăшнипе пĕвесене сыхласа хăвартăмăрах. 20 метр тăршшĕ тăрпана лачака ăшĕнчен тракторпа туртса кăларса çĕнĕрен хутăмăр. Тăрпа вырăнне вара тепĕр çырма пулса юлчĕ, вăл вара ишĕлет те ишĕлет.
Иккĕмĕш пĕвинне те ватăсен хастарлăхне пулах канав чавса тăрпа хутăмăр. Кунта Е. Романована, З. Васильевана, И. Трофимова, О. Тимофеевана, Б. Васильева, Р. Абрамована палăртмалла. Шел, çамрăксенчен никамах та хутшăнмарĕ.
Пирĕн ял масарĕ çине кайма Шупашкар — Канаш чукун çул урлă каçмалла. Анчах вăл çула (переезда) хупрĕç. Виçĕ çул хушши халăх асапланчĕ. Виле тупăкне йăтса каçармалла. Пуйăсĕ кăшкăртать. Тăват-тăмĕш çул çине кайсан тин çак ĕçе вĕçлерĕмĕр. Икĕ ял халăхĕ лаштах сывласа ячĕ. Анчах çак ĕçсене пурнăçлама пире ялăн тĕп урамĕ чăрмантаратчĕ, йĕпе-сапара трактор-машин кĕре-кĕре ларатчĕ. Пилĕк çул хушши ăçта кăна çырса ямарăмăр-ши, пĕр купа хурав пуçтарăнчĕ.
В. Долгов Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхне ларсан унта пысăк шанăç куртăм. Çамрăк, пултаруллă, пысăк ăс-хакăллă. Пуçлăх пуканне йышăнсанах Владимир Витальевичран чукун çул урлă çул тăвассине ыйтма пуçларăм. Тен, йăлăхтарса та çитертĕм пулĕ. Мĕн тетĕр, сăмахне тытрĕ вăл. Халĕ чукун çул урлă каçма çул та пулчĕ, 250 метр тăршшĕ урам та вĕтĕ чулпа витĕнчĕ.
Эпир, Нимĕчкасси ялĕнче пурăнакансем, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхне В. Долгова пире ăнланнăшăн тата пулăшнăшăн тав сăмахĕ калатпăр, ĕçре ăнăçу сунатпăр.