10 ноября 2009 г.
Ноябрĕн 3-мĕшĕнче районта РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн кунĕ иртрĕ. Тĕл пулăва РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева, РФ Пенси фончĕн ЧР уйрăмĕн социаллă тÿлевсен пайĕн ертÿçи Сергей Алексеевич Николаев, ял çыннисен ыйтăвĕсемпе тата страховани тунă çынсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Инна Михайловна Петрова хутшăнчĕç.
“Çавра сĕтел” пуçланас умĕн района килнĕ хăнасемпе РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Альбина Валерьяновна Петрова "Волит" хуçалăхра пулчĕç. Унта вĕсем хуçалăх ертÿçисемпе тата ĕçченĕсемпе курнăçрĕç, халăха интереслентерекен ыйтусем çине хуравларĕç.
Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче иртнĕ “çавра сĕтеле” килнĕ хăнасемпе пĕрле ял тăрăхĕсен ертÿçисем, район администрацийĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Иванов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тата районти перекет банкĕн ертÿçисем Л. Киселевпа А. Шестаков тата ыттисем хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче Р. А. Кондратьева тухса калаçрĕ. Вăл пенси саккунĕсене çĕнетсе улăштаракан федераци саккунĕсен пакечĕпе — граждансен пенси ирĕкне хаклассипе (валоризаци), страховани взносĕсене пенси тытăмне ярассипе, ĕçлемен пенсионерсене социаллă тÿлевпе тивĕçтерессипе паллаштарчĕ.
2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен валоризаци механизмĕ вăй илет. Валоризаци — 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен йĕркеленĕ пур граждансен пенси правине укçан хакласси. Вăл пенсионерсене кăна мар, 2002 çулччен ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухмалли çул çитмен граждансене те пырса тивет. Çак çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнĕ чух пенсин 2002 çулччен йĕркеленнĕ расчетлă пенси капиталĕ 10 процент ÿсет тата 1991 çулччен ĕçленĕ стажăн кашни тулли çулталăкĕшĕн 1-ер процент хушса параççĕ. Çавна май кашни гражданинăн пенси хăпарни тĕрлĕрен пулать.
2010 çулхи кăрлач уйăхĕнчен Пенси фончĕ страховани принципĕ çине куçать. Ун чухне страховани взносĕ кам мĕн чухлĕ тÿлет, пенси ирĕкĕ те унăн çавăн чухлĕ пулать. Страховани взносĕсен виçи: ĕçлекен уйрăм çыннăн шалăвĕн 20% — Пенси фондне, 2,9 % — социаллă страховани фондне , 1,1% — обязательнăй медицина страхованийĕн федераци фондне, 2,0% обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондне пырса кĕрет. Тарифсен пĕтĕмĕшле виçи 2010 çулта кăçалхи шайри 26 процентпах юлать. 2011 çултан вара 34% çитет.
2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен регионта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен ĕçлемен пенсионерсене патшалăх социаллă тÿлев хушса тÿлет. Пенсионерăн пĕтĕмĕшле тупăшĕ регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çитмесен пенсионера çав минимум чухлĕ хушса тÿлеççĕ.
Социаллă хушма тÿлеве ĕçлемен пенсионерсене кăна тÿлеççĕ. Çавăнпа та енчен те тÿлев илекен çын ĕçе вырнаçсан е социаллă тÿлеве улăштарма е ăна чарса лартма пултаракан условисем пулсан Пенси фондне çийĕнчех пĕлтермелле.
Ертÿçĕсем патне ыйтусем те чылай пулчĕç: А. П. Никитин (социаллă хÿтлĕх паракан районти центр директорĕ): “Ял тăрăхĕнче çурт илес пулсан ача амăшĕн капиталĕпе перекет банкĕнчен укçа илмесĕр мĕнлерех усă курма пулать?”, Ю. З. Борисов (редакци): “Пенси укçи хăпарнă май çав укçана тÿленĕ ĕçре йывăрлăхсем пулмĕç-ши, 1998 çула каялла таврăнмăпăр-ши?”, Л. Илларионова (районти архив пайĕн ертÿçи): “Колхозсем банкрота тухнă пирки çынсем справкăсем патне архива чылай килеççĕ. Валоризацие ĕçе кĕртсен пирĕн ĕçченсене тата мĕн кĕтет-ши?”, Г. Иванов (Раççейри Пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ ): “Учрежденисенче вăй хуракан служащисен пенси виçи ÿсĕ-ши?”. Çапла, чылай, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем интереслентереççĕ халăха. Ыйту çĕклекенсем вĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем илчĕç. Ку тĕл пулу çÿллĕ шайра пулнине, унта итлесе пĕлнĕ хыпар тухса тăракан ыйтусем çине хурав илме пулăшнине палăртас килет.
Ноябрĕн 6-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче аудио пресс-конференци иртрĕ.