10 ноября 2009 г.
Чăваш Республикин "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕ" автономлă учрежденийĕн ял хуçалăх, промышленность, строительство пайĕн редакторĕ В. П. Егоров журналист 60 çул тултарчĕ.
35 çула яхăн ĕçлет тăван редакцинче Владимир Петрович. Çак тапхăрта вăл фотокорреспондентра, çырусен пайĕн заведующийĕнче, яваплă секретарьте тăрăшнă, халĕ 18 çул ĕнтĕ çÿлерех асăннă пая ертсе пырать.
Ноябрĕн 3-мĕшĕнче В. Егорова ĕç коллективĕнче чысларĕç. Автономлă учрежденири профком председателĕ Г. Ефимов Владимир Петровичăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Райхаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев В. Егоровăн чылай ырă енĕсене палăртрĕ. Акă иртнĕ çул экономика ыйтăвĕсене райхаçатра анлăн çутатнăшăн республикăри “Раççей экономикине улăштар” конкурсра “Ял пурнăçне” дипломпа тата парнепе наградăланă. Иван Афанасьевич юбиляра редакцин хисеп грамотипе, парнепе чысларĕ. В. Егоров чылай çул хушши журналистсен Союзĕн членĕнче тăрать. Çак канашăн районти организацийĕн ертÿçи В. Данилов В. Егорова ЧР журналистсен союзĕн председателĕ В. Комиссаров алă пуснă хисеп грамотине пачĕ.
В. Егоров райхаçат страницисенче ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе вуншар статья пичетлет, тăтăшах рейдсенче пулать. Чыслава райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Ю. Петров хутшăнчĕ, Владимир Петровича чыслă ĕçшĕн тав турĕ, ăнăçусем сунчĕ. Трак енре ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тунă уявра В. Егорова район администрацийĕн Тав çырăвне панă.
В. Егорова физкультурăпа спорт та питех те çывăх. Вăл районта иртекен спортăн тĕрлĕ енлĕ ăмăртăвĕсенче тăтăшах пулма, çырма, сăн ÿкерчĕксем хатĕрлесе райхаçатра çаптарса кăларма тăрăшать. Пĕлтĕр ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм енĕпе ĕçлекен министерство ирттернĕ конкурсра “Районпа хула хаçачĕсенче физкультурăпа спорт тематикине чи лайăх çутатнăшăн” номинацире райхаçат лауреат ятне тивĕçнĕ. Çав каç асăннă мероприятине райадминистрацин физкультурăпа спорт, çамрăксемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ А. Лебедев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Григорьев, районти футбол союзĕн президенчĕ А. Лаврентьев килнĕ. Вĕсем юбиляра ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç. Районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ Н. Ершов та В. Егоров пирки ăшă сăмахсем каларĕ, хăй çырнă сăввине вуларĕ, парнепе чысларĕ.
Юлашкинчен юбиляр ячĕпе çепĕç юрăсем янăрарĕç.