АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ивановсем

10 ноября 2009 г.

Маттур, Ивановсем. Çавăн пек çынсен шутне кĕртессĕм килет манăн Именкассинче пурăнакан Ивановсене. Павелпа мăшăрĕ Зоя, ачисем — Викторпа Виктория — ватти-вĕттишĕн те, тăванĕсемшĕн те, пĕлĕшĕсемшĕн те кашниех çывăх. Иванов хушаматлисем йышлă ку тăрăхра. Анчах кашниех хăйсен ĕçĕнче ăста.

Вениамин — асли — чылай хушă тăван “Дружба” хуçалăхра инженерта тăрăшнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, Вениамин Вениаминович хăйĕн ывăлĕсене те техникăна юратма вĕрентнĕ. Ÿссе çитсен кашниех руль умне ларса трактор-автомашина çÿретме, ăна юсама мехел çитернĕ. Питех те шел, тăван хуçалăхра вун сакăр çул хушши трактор-комбайн çÿретнĕ Леонид ывăлĕ сакăр çул каялла сарăмсăр вилнĕ.

Павелшăн та тăван ен ют пулман. Вăл та шкул хыççăнах ашшĕпе пĕрле комбайнер пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ, каярах Сĕнтĕрвăрринчи 6-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре пĕлÿ пухнă. Вăл 1984—1986 çулсенче совет çарĕн Германири контингентĕнчи танкистсен йышĕнче службăра пулнă, икĕ çул хушшинче çирĕм ытла грамота, сержант званийĕ, кĕске вăхăтлăх отпуск илме пултарнă.Çартан таврăнсан П. Иванов ГАЗ-53 автомашина çÿретме пуçлать, çав вăхăтрах Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерет. Ун хыççăн вăл пĕр хушă тăван “Дружба” хуçалăхра тĕп инженерта вăй хурать.

Ивановсен виççĕмĕш ывăлĕ — Вениамин — та водитель. Вăл та çартан таврăнсан чылай вăхăт “Дружбăра” ГАЗ-53 автомашинăпа ĕçлет. Хальхи вăхăтра В. Иванов сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн “Васкавлă пулăшу” машинипе вăй хурать. Унпа çула тухма яланах шанчăклă.

Çамрăксен урамĕнчи хăйсен вăйĕпе çĕкленĕ хăтлă çуртра пурăнаççĕ Павелпа Зоя Ивановсем. Мăшăрĕ Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта пуçламăш классене вĕрентет. Çав вăхăтрах аслă вожатăй та. Çак кунсенче Зойăпа Павел ачисем — Викторпа Виктория, Вениамин — кĕçĕнни çуралнă кунĕсене паллă турĕç.

Кампа кăна тĕл пулса калаçма тÿр килмест пулĕ пурнăçри кашни кун. Кирек епле çыннăн та хăйĕн кăмăлĕ, тавра курăмĕ, ăс-хакăлĕ, çаврăнăçулăхĕ. Ун пек çынсем патне вырăнти халăх тĕрлĕрен канашпа пулăшу илме, инкек килсен чуна уçма çÿрет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика