“Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркелесси йăлара. Хальхинче кунти журналистсемпе яваплă çынсем иккĕмĕш хут ĕнтĕ Алманч ял тăрăхĕнчи Алманчпа Туçи Чуракассинче пурăнакансен пĕр ушкăнĕпе курнăçрĕç.
Палăртнă кун — ноябрĕн 6-мĕшĕнче, эрне кун, Алманч ял тăрăхĕн ларусем ирттермелли залне 10 сехет валли ялсенчи ĕçченсем пухăнчĕç.
Йышра ваттисем те, вĕттисем те пур. Мĕн пурĕ аллă çынна яхăн килнĕ. Çав шутра — район хаçатне çулленех çырăнса илекенсем те. Вĕсем валли райхаçат редакцийĕ ятарлă парнесем хатĕрленĕ. Камсем-ха çав пархатарлă ята тивĕçлисем?
Акă камсем: Алманчри И. Кондратьев, И. Алексеева ватăсем, Р. Федорова сутуçă, О. Сергеева бухгалтер, культура ĕçченĕ Р. Игнатьева, Туçи Чуракассин старости Н. Никитина, Е. Филиппова колхозница тата Алманч ял тăрăхĕн бухгалтер-кассирĕ Р. Степанова.
— Эпир хăнасене тарават. Райхаçат кунне, паллах, хама çак должноçа суйласа лартнăранпа пĕрремĕш хут ирттеретпĕр. Питĕ аван пуçару ку редакци енчен. Тата хамăр та, Алманчри çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракансем те çине тăрса ĕçлерĕмĕр асăннă мероприятие йĕркелес тĕлĕшпе. Кашни çынпа курса калаçни пире çакăнта вăхăтра пухăнма пулăшрĕ те, — терĕ тĕл пулăва уçнă май ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Долгов. — Халь сăмах — райхаçатăн тĕп редакторне.
Иван Афанасьевич хăйĕн сăмахĕнче ку тĕл пулăва ытахальтен йĕркелеменни пирки чарăнчĕ. “Район хыпарçине халь икĕ ялта пĕтĕмпе те 48 экземпляр çеç çырăнса илнĕ. Çакă пире лăпланса ларма хушмасть. Енчен те “Ял пурнăçне” 100 кил пуçне сарассипе илсен, кăтартусем пĕчĕкрех. Акă, Мăн Шетмĕпе Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхăсенче район хаçатне çырăнса илессипе çулленех ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Пирĕн тĕллев — кашни çемье район хаçатне вулатăр, — хăйĕн кăмăл-шухăшне палăртрĕ тĕп редактор. — Кунашкал тĕл пулусене сирĕн ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенче те йĕркелемелле пирĕн”.
— Район хаçачĕ çăкăр пекех хаклă маншăн. Пикшик тăрăхĕнчи Çеçмерте пултăмăр иртнĕ çул. Унта çынсене пухăнма клуб çук, урамрах райхаçат кунне ирттертĕмĕр. Пĕр ватă тухса калани те куç умĕнчех. “Район хыпарçипе çумма-çуммăн пурăнар. Ăна юратса вулар тата кăмăлпах çырăнар”, — терĕ хисеплĕ ватă, — хăй калассине пĕлтерчĕ Красноармейскинчи Гурий Дубров çыравçă. — Алманч тăрăхĕнче те çак курнăçу хыççăн вулакансен йышĕ нумайланас шанчăк пур. — Çырăнар район хаçатне!
Тĕл пулăва хутшăннисенчен Н. Александрова пенсионерка, А. Николаева вĕрентекен, Р.Федорова сутуçă хăйсен сăмахĕсенче хаçат ĕçне лайăхлатмалли паха сĕнÿсем пачĕç. Сăмахран, халăх медицини темипе çырнă паха канашсене татах ытларах пичетлеме сĕнчĕç.
Алманчри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Валентина Николаевна Львова райхаçат кунне вырăнта ирттерме вăхăт тупнăшăн почтальонсемпе вулакансен ячĕпе чун-чĕререн тав турĕ.
Район хаçатне çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн сарассипе çыхăннă тапхăр юрă-ташăпа вĕçленчĕ. Пухăннисем умĕнче редакцин ятарлă агитушкăнĕ, унта И. Прокопьев баянистпа Г. Ефимов хут купăс ăсти тата Л.Захаровапа Г. Дубров юрăçсем кĕчĕç, сехете яхăн пынă концертпа савăнтарчĕ.
Район хаçачĕн черетлĕ, йăлана кĕнĕ кунĕсем çитес эрнере Еншик Чуллăпа Алманч ял тăрăхĕсенче иртмелле.