АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Манăçми сăнарсем” — Антонина Львован сумлă ĕçĕ

03 ноября 2009 г.

 

Çĕнĕ ку кĕнекене мана авторĕ — А. Г. Львова алă пусса парнелерĕ. Чылайранпа пĕлетĕп ĕнтĕ Антонина Герасимовнана. Вĕсен килĕнче те — Чатукассинче пулнă, хам районти радио редакторĕнче ĕçленĕ чухне хастар чун-чĕреллĕ çак чăваш хĕрарăмĕн сăввисене, ялти ветерансемпе пĕрле шăрантарнă юррисене Трак енре пурăнакансем патне пĕрре мар çитернĕ. А. Г. Львова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, кăçалхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче сакăр вунă çулхи юбилейне паллă тунăскер, яланхиллех ĕçре-ха: ку тăрăхри ватăсем каласа панине ятарлă тетрадь-альбомсене çав-çавах çыра-çыра пырать, хамăр енри чăваш халăхĕн авалхи историне тĕпчет, сăвă-поэма шăрçалать. Кĕнеке ум сăмахĕнче Антонина Герасимовна шăпах çулсем хушши пухăннă материалсем хăйне сувар чăвашсен авалхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен поэма çырма хавхалантарнине палăртать те.

 

Ентеш-авторăн сумлă ĕçĕ икĕ тĕп пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ — “Пир-авăр ĕçĕ” ятлă. Кунта кантăр акса ÿстерсе унран пир тĕртсе кĕпе çĕлени таранах сăвăласа çырса кăтартнă. Çăмăллăн вуланаççĕ йĕркесем. Вулакан ĕç-пуçа çутатса параканскерсемпе паллашнă май, ĕлĕкхи чăваш çыннин ансат мар вăл е ку ĕçне çăмăллăнах туйса илме пултарать, мĕншĕн тесен поэмăна пуçтарăннă тăватшар йĕркесене, тепĕр хут палăртатăп, халăх вуламалла çепĕç те илемлĕ чĕлхепе, чун ăшшине хывса çырнă.

Кĕнекен иккĕмĕш пысăк пайĕ — ял пурнăçĕ. Антонина Герасимовна вĕсене çулсене кура пĕчĕкрех тата виçĕ пая уйăрнă: вăрçăчченхи, вăрçă вăхăтĕнчи тата вăрçă хыççăнхи çулсем. Кунта та автор сăвăç чĕлхипе хăйсем çитĕннĕ хурлăхлă, çăмăлах мар тапхăра аса илет.

…Улмуççисем пĕтрĕç

Шăнса сивĕпех

Совет çынни тÿсрĕ

Фронтра пурпĕрех..,

çырать А. Г. Львова “1941 çулхи сивĕ хĕл” сăвăра. Е тата паттăр салтаксем пирки “Асра тытăр” ятлинче:

“…Мире хÿтĕленĕ

Вутпа çулăмра.

Вĕсен ячĕ тивĕç

Ялан мухтава…”

тесе пĕлтерет.

Ку кĕнеке — Антонина Герасимовнан сăвăлла этнографи тĕрленчĕкĕсене пĕр çĕре пуçтарнăскер — историпе культура тĕпчевĕсен К. В. Иванов ячĕллĕ фончĕ тата “Фуджифильм” фотоцентр (Шупашкар хули) пулăшу кÿнипе (проект ертÿçисем-истори ăслăлăхĕсен докторĕ В. П. Иванов тата Ю. А. Львов тавра пĕлÿçĕ) 240 страницăпа “Новое время” (“Çĕнĕ вăхăт”) типографире пичетленсе тухнă. Сăн ÿкерчĕксем те пур, вĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçĕнчи хамăр тăрăхри ял çыннисен пурнăçне тата хальхи вăхăтри улшăнусене сăнлаççĕ.

Юлашкинчен Антонина Герасимовнана пысăк юбилей ячĕпе саламланă май, сумлă ку кĕнекешĕн чун-чĕререн тав сăмахĕсем калатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика