Районти “Ял пурнăçĕ” хаçата çырса тăнă май, унта пичетленсе пыракан материалсене тĕплĕн вуласа пыратăп. Трак ен “тĕкĕрĕн” çĕнĕ авторсем хутшăнни те савăнтарать çавна май. Вĕсенчен пĕри — В. Викторов. Юлашки вăхăтра Ванюшкасси чăвашĕ райхаçатра тăван тавралăх, çемье, сывлăх, çул-йĕр тата ытти темăсемпе çине-çинех статьясем пичетлесе кăларчĕ. Вениамин Викторович калăпланă хайлавсем хăйĕн пурнăç опычĕ пысăкран илемлĕн вуланаççĕ. Ал ăсти те мĕн вăл. Каменщик, платник, сварщик ĕçĕсене те пултарать. Хурт-хăмăр та усрать, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетет. Ÿстермесĕрех калама пулать: ял çынни, чăн-чăн çĕр çынни, пĕр сăмахпа, В. Викторов.Нумаях пулмасть вара Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” типографире ентеш-çыравçăн пĕрремĕш кĕнеки “Туслă çемьере” ятпа пичетленсе тухрĕ.
Вăл Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен поэзийĕн Нежип Фазыл ячĕллĕ, Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен литературин Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи энергоинформаци наукисен Академийĕн эниологи профессорĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш тата Раççей писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ Раиса Сарпи çырнă “Çивĕч ăслă сăнавçă” ум сăмахпа уçăлать, сăвăç В. Викторова, вырăссен паллă натуралист-журналисчĕпе Василий Песковпа танлаштарса, “Чăваш Песковĕ” тет. Кĕнекери калавсемпе тĕрленчĕксене автор тăватă пая уйăрнă: “Тăван ял, тăван тавралăх”, “Тăвансем, тус-йышсем, пĕлĕшсем”, “Курни-илтни, сăнани” тата “Сăн ÿкерчĕксем-чун илемĕсем” ят хунă. Вениамин Викторович вĕсенче Ванюшкасси ял историне, унăн çыннисен вăрçăчченхи тата ун хыççăнхи пурнăçне ĕненмелле сăнлать, çав хушăрах ашшĕ-амăшне, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене, кÿршисене ăшшăн аса илет. “Курни-илтни, сăнани” пайра вара В. Викторов тăван пиччĕшĕ — инçе çÿрекен карап капитанĕ Герман Викторович каласа панисем тăрăх тĕнчери тĕлĕнтермĕшсем пирки çырса кăтартнă. Вĕсенчен темĕн çинчен те пĕлме пултарать вулакан. “Сăн ÿкерчĕксем-чун илемĕсем” пайра тата 20 яхăн сăн ÿкерчĕк пур.
Кĕнекене автор юратнă мăшăрне — Галина Ивановнана — тата хĕрĕсене-Зинăпа Маринăна — халалланă. Çапла, чăннипех те сумлă парне “пиçсе тухнă”.