АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăсем те юрăсем, калавсем те кулăшсем...

03 ноября 2009 г.

 

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти тĕп библиотека çумĕнчи "Тимлĕх" клуба çÿрекенсем хăйсем патне хăнана ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне,хастар çыравçă-журналиста, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитора, шÿт ăстине Иван Прокопьева чĕнчĕç.

 

Юлашки çулсенче вулакансем ăна Чураль хушма ятпа аван пĕлеççĕ. Ăна вăл хăй çуралнă Çĕньял Упи ялĕн сăрт айĕпе юхса выртакан çăл куç ятĕнчен илнĕ. Апла пулсан унăн пултарулăхĕ те ĕмĕр тăршшĕпех чĕрĕ çăл куç евĕр пĕр иксĕлми вăйлă пуласса шанас килет. Çав çăл куç шывĕ ял çумĕнчи Мăн Çавал юхан шывне юхса кĕрет пулсан, Иван Прокопьев-Чураль вара кăçал, çав юхăм евĕр, тĕп хуламăрта — Шупашкарта хăйĕн сассине пачĕ —харăсах “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра виçĕ кĕнеке: “Вăййа тухрĕ сарă каччă”, “Тавтапуç, пулă!”, “Пĕрле кулар-и?” пичетлесе кăларчĕ. Апла пулсан тăван республика шайне çĕкленчĕ. Паллах, ку пулăм ун пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Хăйĕн 60 çулхи юбилейĕ валли хатĕрленĕ сумлă парне эппин. Эпир И. Прокопьев хайлавĕсене районти “Ял пурнăçĕ” хаçат страницисенче хĕрĕх çул каяллах вуласа паллашма пуçланă И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен журналист профессине алла илнĕренпех вăл пичет ĕçĕнче вăй хурать. Çав шутран çирĕммĕш çул хамăрăн райхаçат редакцине пĕр улшăнмасăр ертсе пырать. Çавăнпа пĕрлех тĕрленчĕксемпе очерксем, калавсемпе сăвăсем, шÿтлĕ кĕске кулăшсем çырать. Музыка тĕнчипе те питĕ çывăх — нумай илемлĕ юрăсен авторĕ. Унччен унăн “Ял пурнăçĕ” хаçат çумĕнчи хушма кăларăмсенче “Вăйлисемпе хăюллисен шкулĕ”, “Тăван кĕтес ытамĕнче”, “Çĕньялсем, Çĕньялсем…” брошюрăсем тухнăччĕ. Ăна Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” фестивалĕн дипломĕсене парса чысланă. Вăл “Трак ен”, “Красноармейский район, Люди и судьбы” кĕнекесен редколлегийĕсене ертсе пынă.

“Пĕрле кулар-и?” кĕнекене авторăн юлашки тапхăрта пурнăçра хăй тĕл пулнă тата хайланă кĕске кулăшĕсем кĕнĕ. “Тавтапуç, пулă!” кĕнекене тĕрлĕ вăхăтсенче çырнă калавсене, сăвăсене кĕртнĕ, кулăшла сценка та вырăн тупнă. ”Вăййа тухрĕ сарă каччă” — юрăсен пуххи. Пултаруллă композиторăн хăй çырнă сăвăсем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсемпе пĕрлех, ытти авторсемпе çырнисем те пур.

Иван Прокопьевăн кун-çулĕпе творчествăри ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ май, автора хăйне те калаçтарчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем илчĕç. Тĕпрен илсен, Иван Афанасьевич хăй епле литература çулĕ çине тăни пирки аса илчĕ. Ку таранчченхи ÿсĕмсене вăл тус-юлташĕсем пулăшнипе тунине те палăртрĕ, вĕсене тав турĕ. Çавăн пекех çак тĕл пулăва килнисене те тав сăмахĕ каларĕ.

— Утмăл çул вăл — ватлăх çулĕсем енне сулăнни, çав вăхăтрах-пиçсе çитнĕ тапхăр та, — терĕ Иван Афанасьевич. — Атте-анне пире сăпайлă ÿстерме тăрăшнă. Çавăнпа та тунă ÿсĕмлĕ ĕçсемшĕн нихăçан та мухтанса çÿреместĕп…

Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă. Кăçал Чăвашрадиопа ун пирки чылай вăхăтлăх передача йĕркелесе, унăн юрри-сăввисене темиçе хут та республика халăхĕ илтмеллех кăларнă. Çаксем ĕнтĕ унăн чун-хавалне пушшех те çĕкленĕ. Малашне те хавхаланса пурăнас тĕллевпе çанă тавăрсах ĕçлет вăл.

Тĕл пулура çĕнĕ кĕнекесене тишкерсе тата хак парса авторпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлекен тус-юлташĕсем хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртрĕç. Райхаçатăн пай редакторĕ Г. Ефимов, И. Степанов композитор, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ председателĕ Н. Ершов çыравçă ентеш пултарулăхĕ иксĕлми пулни çинчен каларĕç. Николай Гаврилович хăй И. Прокопьева халалласа тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене вуларĕ, парнесем пачĕ. Библиотека ячĕпе С. Гурьева, “Тимлĕх” клуба çÿрекенсем ячĕпе Е. Железина тав турĕç.

Библиотекăра “Тăван кĕтес ытамĕнче” ятпа И. Прокопьев кĕнекисен куравне йĕркеленĕ, унăн биографийĕ тăрăх ятарлă буклет кăларнă. Презентацие С. Гурьева йĕркелесе ертсе пычĕ

Юлашкинчен районти халăх пултарулăх çурчĕн юрăçисем: Н. Филиппова, Л. Игнатьева, С. Васильева, М. Иванова, çавăн пекех Г. Дубров, Г. Ефимов, А. Алексеев уйрăм юрăçсем И. Прокопьев çырнă хăш-пĕр юрăсене шăрантарчĕç. Тĕл пулу саманчĕсене сăн ÿкерчĕксем пуянлатрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика