30 октября 2009 г.
Тĕнчери финанспа экономика кризисĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр, кăçал районти ял хуçалăх продукцийĕ туса илес енĕпе ĕçлекен предприятисем хăйсен профессиллĕ уявне начар мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Хуçалăхсенче фермăсене реконструкци тăвас, машинăпа трактор паркĕсене çĕнетес ĕçсем малалла вăй илсе пычĕç. Çакăнта вĕсем патшалăх паракан пулăшупа та пĕлсе, туллин усă курма пултарчĕç. Районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсем 8 уйăхра 25 млн яхăн тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитсемпе усă курчĕç. Уйрăм ĕçсене туса ирттерме патшалăх енчен 17,7 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.
Иртнĕ 9 уйăхра хуçалăхсенче тĕп фондсен хисепĕ 5 млн 392 пин тенкĕ чÿхлĕ ÿснĕ. Пĕтĕмпе вĕсем 96 млн яхăн тенкĕлĕх ял хуçалăх продукчĕсем сутма пултарчĕç. Таса тупăш 12 млн 529 пин тенкĕпе танлашать.
Минераллă удобренисемпе, çум курăксемпе кĕрешессипе, вăрлăхсем çĕнетессипе лайăхрах ĕçлени уй-хиртен илекен продукци калăпăшне самай пысăклатма май панă. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ савăнтарать: тĕш тырă пĕлтĕрхинчен — 1600, çĕр улми 1490 тонна ытларах туса илнĕ. Тĕш тырăсен гектарти вăтам тухăçĕ (бункер виçипе) — 23,9, çĕр улмин 206 центнерпа танлашрĕ. Тулли мар яваплă “АиКО”, “Рожь” пĕрлешÿсемпе А. Николаев уйрăм предприниматель, “Янмурзино” хуçалăх, “Караево”, “Таябинка”, “Красное Сормово” пĕрлешÿсенче кашни гектартан вăтамран 34,3 — 31,0 — 30,1 — 29,8 — 28,1 — 25,6 — 25,5-шер центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕç.
Уйрăм бригадăсем хушшинче тĕш тырăпа ытти культурăсем туса илес енĕпе йĕркеленĕ ăмăртура “Караево” хуçалăхри Надежда Андреевна Пименова çĕнтерчĕ. Вăл “2009 çулхи чемпион уй-хир ăсти” ята тивĕçрĕ.
Çĕр улми туса илессипе уйрăмах “Бахча”, “Таябинка”, “Волит” пĕрлешÿсемпе “Янмурзино” хуçалăх, Л. Артемьевпа В. Шумилов хресчен-фермер хуçалăхĕсем лайăх тĕслĕх кăтартрĕç. Районти хуçалăхсенче çĕр улми туса илес çĕрте интенсивлă технологи вăй илсех пырать.
Ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма кирлĕ чухлĕ, кашни условнăй выльăх пуçне 22 центнер ытларах, апат единици хатĕрленĕ. Уй-хир культурисене акса-лартас, пăхса çитĕнтерес тата вĕсене пухса кĕртес ĕçсенче чылай механизаторсем чăн-чăн паттăрлăх кăтартрĕç. Акă, “Таябинка” агрофирмăра” вăй хуракан Александр Анатольевич Петров, “Дон-1500Б” комбайнпа 17790 центнер тĕш тырă çапса илсе, “Вырма-2009 чемпионĕ” пулса тăчĕ. Çавăн пекех Юрий Петрович Гаврилов, Олег Юрьевич Васильев (иккĕшĕ те “Янмурзино”), Михаил Петрович Петров (“Караево”), Владимир Зиновьевич Тимофеев (В. Васильева ХФХ) комбайнерсен кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ.
“Красное Сормово” пĕрлешÿри Юрий Николаевич Иванов курăк пухса кĕртмелли “Полесье” комбайнпа выльăх-чĕрлĕх валли 2300 тонна сенажпа силос хатĕрлеме пулăшрĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре Александр Альбинович Ришко (“Нива”), Виталий Леонидович Авинов (В. Васильева ХФХ), Петр Юрьевич Петров (“Гигант”), Эдуард Михайлович Ивановпа Геннадий Фомин ( иккĕшĕ те “Караево”) хуçалăхсенчи механизаторсен хастарлăхĕ пысăк пулчĕç.
Урапаллă МТЗ маркăллă тракторсемпе ĕçлекенсем хушшинче “Таябинка” агрофирмăри” Олег Григорьевич Чернов, 1415 условнăй эталон-гектарлăх ĕç туса, малта пырать. Çавăн пекех “Нива” хуçалăхри Вениамин Васильевич Козловпа Георгий Леонидович Гаврилов механизаторсем те маттур.
“Досаево” ял хуçалăх артелĕнчи Анатолий Аркадьевич Афанасьев ветеран механизатор, гусеницăлла ДТ-75 тракторпа 1423 условнăй эталон-гектар ĕç туса, ыттисемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл хуçалăхри суха ĕçĕн тата тырă акассин пысăк пайне хăех туса ирттерет.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче водительсен хастарлăхĕ те савăнтарать. Акă, “Караево” хуçалăхри Николай Васильевич Федотов, 29800 тонна-километр ĕç туса, районта мала тухрĕ. Владимир Алексеевич Игнатьевăн (“Нива”) кăтартăвĕсем те аван.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем професси уявне япăх мар кĕтсе илчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илессине — 5, ашпа 16 процент ÿстерме пултарчĕç. Уйрăмах ку енĕпе “Красное Сормово”, “Караево”, “Нива”, “Таябинка”, “Шатьма”, “Волит”, В. Васильева ХФХ хуçалăхсен тÿпи пысăк. Ферма ĕçченĕсенчен нумайăшĕ продуктивлăха ÿстерес ĕçре чăн-чăн паттăрлăх кăтартать. Акă, “Шатьма” пĕрлешÿри Мелания Ивановна Васильева, Галина Петровна Анисимова (В. Васильева ХФХ) кăçалхи 9 уйăхра хăйсене шанса панă ушкăнти кашни ĕнерен вăтамран 4162—3935 килограмм сĕт суса илсе, район маякĕсем пулса тăчĕç. “Волит” пĕрлешÿри Николай Леонтьевич Осипов хайне шанса панă ушкăнри шултра мăйракаллă çамрăк выльăхсене талăксерен вăтамран 1115-шер, “Таябинкăри” Любовь Геннадьевна Германова сыснасене талăксерен 612-шер грамм ÿт хуштарса пынă.
Районти хуçалăхсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем выльăхсене сыхласа хăварса, вĕсенчен малашне продукци туса илессине палăрмаллах ÿстерсе пырасса шанас килет.
Çакна палăртмалла, районти чылай ял ĕçченĕсем килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине тĕп вырăна хураççĕ. Ку енĕпе Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Николай Семенович Семенов хуçалăхĕ ырă тĕслĕх кăтартать. Кунта çуллен, сысна амисене çăвăрлаттарса, 200 ытла çура илеççĕ. Вĕсене пăхса çитĕнтерсе аш-какай хатĕрлеççĕ тата районта пурăнакан çынсене çурасем сутаççĕ. Кунсăр пуçне хуçалăх вăкăрсем те самăртать. Паянхи кунхи хаксене шута илсен, выльăхсем усраса вĕсенчен продукци илессипе ĕçлесе пыма пĕртте çăмăл мар. Çавна тĕпе хурса, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, хуçалăхсен ертÿçисен халăха килти хушма хуçалăха аталантарма пулăшса пыни питĕ вырăнлă.
Трак енре йĕркеленнĕ ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсем: “Зорька”, “Родник”, “Алманчинское” — ял ĕçченĕсен продукцине вырнаçтарас, “Красноармейское-Согласие” кредит кооперативĕ кредитсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе ĕçченĕсем умĕнче тата пысăкрах тĕллевсем тăраççĕ. Чи малтанах хуçалăхсенче производствăпа финанс планĕсене туса хатĕрлесе, çитес çул валли ял хуçалăх продукчĕсем туса илмелли калăпăша палăртмалла. Паянхи кун кĕлетсене хунă вăрлăха алласа ака кондицине лартасси те пысăк ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Çак ĕçе çĕнĕ çул пуçланиччен вĕçлеме тĕллев лартмалла. Кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçри тимлĕхе чакармалла мар, выльăхсене тулăх тăрантарса, витесенчи условисене лайăхлатса пырса продукци илессине ÿстерессипе тимлемелле.
Çавăн пекех ял хуçалăх техникине юсас ĕçсем çинчен те манмалла мар, техникăна май килнĕ таран çĕнетме тăрăшмалла.
Хаклă ял ĕçченĕсем, сире ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп, ĕçре татах та пысăкрах çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, çемьесенче телей, ăнланупа килĕшÿ сунатăп.