30 октября 2009 г.
Тулли мар яваплă “Красноармейски сĕт-çу завочĕ” акционер пĕрлешĕвĕ куллен 12—15 тонна таран сĕт йышăнать. “Шурă ылтăн” ытларах Шупашкар районĕнчи “Ольдеевский”, “Приволжское” вĕрентÿ хуçалăхĕсенчен килет. Хамăр районти “Красное Сормово”, “Шатьма” пĕрлешÿсем те хăйсен продукцине кунтах тăратаççĕ. Çав чĕр тавара тирпейлесе, сĕт-çу заводĕнче тĕрлĕ продукци кăлараççĕ. Çав шутра сĕт — виçĕ, тăпăрчăпа кефир — 2-шер тĕрли, хăйма, ряженка, хресчен çăвĕ тата ытти те.
Трак енсен сĕт-çу продукцийĕ Шупашкарпа Канаш, Çĕмĕрлепе Улатăр, Сĕнтĕрвăрри хулисенчи 120 магазина, кунсăр пуçне Мари Элри Козьмодемьянска та ăсанать. Пур çĕрте вĕсен продукцине юратса туянаççĕ.
Хальхи вăхăтра ку коллектив 79 çынна пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчен ытларахăшĕ хамăр районти ялсенчен ĕçлеме çÿреççĕ.