30 октября 2009 г.
Райпон çăкăр комбиначĕн коллективĕ хăйсен профессиллĕ уявне ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ. Кăçалхи 9 уйăхра кунта 11 миллион та 13 пин тенкĕлĕх апат-çимĕç продукцийĕ туса кăларнă, вĕсене сутса 14 миллион тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Таварсен ассортиментне пуянлатас тĕлĕшпе те ĕçленĕ. Макарон изделийĕ 47,8 тонна хатĕрлесе ăсатнă. Унăн пахалăхĕ пысăк пулнăран ăна таçта та ыйтаççĕ: элĕксемпе вăрнарсем, кÿкеçсемпе çĕрпÿсем тата ыттисем.
Çăкăр комбиначĕсем хушшинче конкуренци ÿссе пырать. Çавна май пурнăçран ÿксе юлас мар тесе, кунта çăкăрпа булка изделийĕсене пĕр тенкĕ йÿнĕрех хакпа сутма йышăннă.
Анчахрах кунта Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинчен çăкăр-булка изделийĕсене полиэтилен пленкăпа чĕркемелли агрегат илсе килсе вырнаçтарнă. Капла ку продуктсем хăвăрт типмеççĕ тата вĕсем вараланмаççĕ те.