АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех хамăртан килет

30 октября 2009 г.

 

Алманч ял тăрăхĕн администрацийĕ “Гигант” хуçалăх правленийĕпе пĕрле икĕ хутлă кирпĕч çуртра вырнаçнă. Асăннă администраци вара — пĕрремĕш хутра. Ĕçлĕ кунсенче çын татăлмасть кунтан. Кашни харпăр хăй ыйтăвĕ тата нуши пуррипе килеççĕ çынсем. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Владимир Витальевич Долгов ăшшăн та тарават йышăнать. Ăна ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн кăçалхи март уйăхĕн пуçламăшĕнчи ларăвĕнче çак должноçа суйласа лартнă. Хăй вăл — Елчĕк тăрăхĕнчен.

— Владимир Витальевич, каçарăр та, чăн малтанхи сăмаха сывă та урă пурнăç пирки тапратасшăн эпĕ. Сирĕн пысăках мар йышра ку тĕлĕшпе ĕçлеместĕр мар ĕнтĕ?

— Ыйту çăмăлах мар, паллах. Халь, тĕрлĕрен сăлтавсене пула-ши, çынсем хушшинче ĕçкĕ-çикĕ енне суллăннисем тĕл пулаççĕ. Вĕсем çапла майпа хăйсене çеç-и, çемйине, тус-тăванĕсене намăс кăтартаççĕ. Эпĕ уйрăмах социаллă хăрушă çемьесем çинче чарăнасшăн. Вĕсем хальлĕхе сакăр ялта — сакăр çемье. Уйрăмах ăçта упăшки е арăмĕ вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ, çавсенчи ачи-пăчи амăшĕ е ашшĕ хаяр наркăмăш патне ытларах туртăннипе асапланать. Тĕслĕхрен, Вăрманкас Алманчри пĕр çемьере амăшĕ пĕрехмай ĕçет. Килĕнче те пулса курнăччĕ-ха эпĕ. Мĕн тумалла? Епле майпа тÿрĕ çул çине кăлармалла? Çитменнине унăн икĕ ача. Шутларăм та хамăр ял тăрăхĕ çумĕнчи профилактика канашĕн ларăвне чĕнсе пăхас терĕм. Ман шухăшпа канашăн членĕсем килĕшрĕç. Паян профилактика канашĕнче мĕн пурĕ активлă сакăр çын. Çав йышра ял тăрăхĕн депутачĕсем А. Егоровпа Л. Федорова, Алманчпа Шывпуç шкулĕсенчи директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем — П. Матвеевапа Т. Гаврилова тата виçĕ ял старости пур. Самаях пит-куçа хĕретме тиврĕ Вăрманкас Алманч хĕрарăмĕн ларура. Халь кăштах йĕркене кĕчĕ. Унăн икĕ ачине те районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçе вырнаçтарма май пулчĕ.

Супарти тепĕр хĕрарăм та тÿрĕ çултан пăрăнма хатĕрччĕ. Ăна та вăхăтра ĕçкĕ çулĕнчен пăртăмăр. Алманчри тепĕр арçынăн икĕ ачине пекуна панă. Мĕншĕн тесен хăй пĕрехмай ĕçет, çапла майпа ачисене воспитани парасси çине алă сулать.

Профилактика канашĕн ĕç-хĕлĕ пур енлĕ. Лару ирттерни, унта çынăн шăпине татса пани пур чухне те хăй “çимĕçне” парсах çитереймест çав. Хăть камăн та обществăшăн чăннипех те усăллă çын тата ырă тĕслĕхпе палăрас тесен, ытларах харпăр хăйĕнчен çирĕп ыйтмалла. Хăшĕн-пĕрин хальлĕхе çавă çитмест. Чун-чĕри чул пекех хытса ларнă тейĕн çавнашкаллисене.

— Тирпей-илем ыйтăвĕ те çивĕч тăрать халь. Ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕхсем пур-ши?

— Пур. Пирĕн мĕн пурĕ вунă депутат. Алманчпа Туçи Чуракассинче пĕрер ял старости. Ял тăрăхĕн депутачĕсенчен уйрăмах Шывпуç тăрăхĕнчи Геннадий Димитриев ларса канма пĕлменнине палăртмалла. Вăл çине тăнипе Шывпуçĕнчи плотинана юсаса çурхи шыв-шур сиенлессинчен çăлса хăварчĕç. Хастара çак ĕçре Аркадий Миронов пулăшрĕ. Геннадий Николаевич пуçарнипех Вăрманкас Чуракассинче, “Лесная” урама каçмалли çĕрте, кĕпере çĕнетрĕç.

Ытти депутатсем хушшинче те хăйсен тивĕçĕсене май пур таран пурнăçлакансем пур пирĕн.

Ял старостисенчен Туçи Чуракассинчи Нина Никитина япăхах мар ĕçлет. Ялта урамсемпе çырма-çатра таврашĕнчи пушă кĕленчесене пухассине йĕркеленĕ. Вĕсене, михĕсене тултарнăскерсене, урăх çĕрелле ăсататпăр.

Анчахрах хамăр администрацинчи ĕçченсемпе Алманчри “Школьная” урама, колонкăсем таврашне тата кунти пĕвене тĕрлĕрен ăпăр-тапăртан тасатассипе ĕçлерĕмĕр. Автобус чарăнăвне те йĕркене кĕртрĕмĕр.

— Владимир Витальевич, вăл е ку çÿп-çапа илсе тухасси транспортпа çыхăннă. Кам пулăшать-ха ку енĕпе?

— Чи малтанах “Гигант” хуçалăх правленийĕн председателĕ Владимир Валерьянович Александров пирки ырă сăмахсем чылай. Кирек хăçан та автомашина е трактор тупăнать ертÿçĕн пире валли. Тата уйрăм çынсем хăйсен тракторĕсемпе, мотоблокĕсемпе ĕçе хутшăнаççĕ.

— Урă пурнăçпа пурăнасси те, тирпей-илемшĕн ĕçлесси те — пĕтĕмпех хамăртан килет вĕт.

— Вырăнлă сăмахсем. Пĕтĕмпех хамăртан килет тесшĕн эпĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика