30 октября 2009 г.
Галина Анисимова — В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕнесене машинăпа сăвакан оператор. Ĕçĕнче пултаруллă та хастар. Галина Петровна пĕрре кăна мар “Выльăх пăхакан чемпион” ята тивĕçнĕ. Анчахрах унпа пирĕн корреспондент курса калаçнă, интервью илнĕ.
— Галина Петровна, ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне мĕнле кĕтсе илтĕр-ха?
— Япăх мар темелле. Иртнĕ тăхăр уйăхра хама çирĕплетсе панă кашни ĕнерен вăтамран — 3935, е пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 10 килограмм ытларах сĕт суса илме пултартăм. Мана çак ĕçре Рая Харисанова пулăшса пырать.
2007 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче ĕнесене çĕнĕ технологипе сума пуçланăранпа ĕç условийĕсем япăх теме çук. Пĕр харăс 12 ĕне сăватпăр. 105 ĕнене ирпе — 2,5, каçалапа 3 сехетре суса пĕтеретпĕр. Сĕтне малтанхи пек витрепе çĕклеместпĕр, вăл сĕт пăрăхĕпе сĕт блокне каять.
Ĕнесене апатпа механизаци вăйĕпе, КИС-8 пулăшнипе, тивĕçтереççĕ. Эпир унта хутшăнмастпăр. Ку агрегатпа хатĕрленĕ апата выльăхсем ним юлмиччен çисе яраççĕ. Асăннă агрегат бункерне улăм, утă, çăнăх, салат пăтти, кăшман пылĕ ярса, лайăх пăтратса-вĕтетсе хатĕрленĕ апат питĕ тутлăхлă. Ĕç укçи вăхăтра илетпĕр. Килте утă-улăм çителĕклех, 1 тонна тырă панă.
Сăвăм ирпе — 4.45, каçалапа 17 сехетре пуçланать. Ирхине 4 сехетрех ĕçе тухса утатăп. Аппаратсене — ĕçе, ĕнесене сума хатĕрлесе вăхăчĕ иртет çав. Сума пăрахтарнă ĕнесем нумай. Сентябрьте — 9, октябрьте 12 пăру илнĕ. Вĕсене 20 кун хушши хамăрах пăхатпăр.
— Галина Петровна, ĕçпе эсир, чăн та, кăмăллă. Выльăхсене юрататăр. Килте те выльăх-чĕрлĕх нумай усратăр пулĕ?
— Унччен сыснасем нумай усранă, çăвăрлаттарса, çурасем сутса укçа тунă. Вити кивелсе çитрĕ те кăçал сысна усрас темен. Çĕнĕ вите тумалла. Пĕр ĕнепе тепĕр пушмак пăру пур. Вĕсем иккĕшĕ те кĕçех пăруламалла. Выльăх усрамасăр май çук халь. Пÿрт, вăл пирĕн путвалпа мансардăллă, туса пĕтермелле: урай хăмисем сармалла, кантăксемпе алăксем туса лартмалла. Килес çул унта пурăнма пуçлас ĕмĕтлĕ те…
Ачасем те ÿссе пыраççĕ, вĕсене вĕрентме те укçа кирлĕ. Надя хĕрĕм кăçал вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерчĕ, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлÿ пухать халĕ. Педиатр пуласшăн, лайăх ĕлкĕрсе пырать, ÿстернĕ стипенди параççĕ ăна. Ун хыççăнхи — Оля — 11-мĕш класра вĕренет, аппăш çулĕпех каясшăн. Вăл та лайăх вĕренет. Кĕçĕнни — Сергей — тĕп килте юлмалли, 2-мĕш класа каять. Ачасемпе кăмăллă эпир, вĕсем питĕ ĕçлеме юратаççĕ, ÿркенмеççĕ, пулăшма васкаççĕ.
— Галина Петровна, эсир ĕç, ачасем пирки çапла хавхаланса каласа пани пире савăнтарать. Сирĕн пурнăçра яланах ырри çеç пултăр, усалли вара аякран пăрăнса ирттĕр. Юлашкинчен çапах та кăçалхи тĕллевсем пирки пĕлесшĕн. Еплерех-ши вĕсем?
— Ырă сăмахсемшĕн тавта пуç. Тĕллевсем пирки калас пулсан, кăçал 5500 килограмлă чикке çĕнсе илесшĕн. Çавăншăн çине тăрса тăрăшатпăр та.
— Ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлас çĕрте ăнăçусем пултăр сире, Галина Петровна!
— Çаплах пултăрччĕ те.