30 октября 2009 г.
Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен уявĕ умĕн пирĕн корреспондент тулли мар яваплă "Таябинка" пĕрлешÿн тĕп агрономĕпе С. Л. Молотковпа тĕл пулнă, ăна темиçе ыйту панă.
— Сергей Львович, сирĕн пĕрлешÿшĕн Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ мĕнлерех пулчĕ, кĕскен те пулин каласа парсамăр?
— Кÿренме сăлтав çук темелле. Кам çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă туса ирттернĕ, вĕсен тĕш тырăсемпе пропашнойсен тухăçĕ япăх мар. Акса хăварнă хыççăнах çумăрĕ те çурĕ. Çавна май çуртрисем лайăх шăтса тухрĕç.
Пирĕн пĕрлешÿре тĕш тырă — 1800, çĕр улми 200 гектар лаптăк йышăнчĕç. Тырри гектартан вăтамран — 24,5 (кĕлет виçипе), çĕр улми 210 центнер тухăç пачĕç. Минераллă удобренипе усă курни те хăйĕн ĕçне турĕ ĕнтĕ. Кĕрхисем çине гектар пуçне — 1,5, çуртрисене — 1, çĕр улмине 4 центнер (хутăш удобрени — 3, аммиак селитри — 1 центнер) пулăх тăварĕ панă.
“Московская-39” кĕрхи тулă гектартан вăтамран 28 центнер (кĕлет виçипе) тухăç парнелерĕ.
Çĕр улмин “удача” элита сортне 20 гектар вăрлăхлăх лартса çитĕнтертĕмĕр. Вăл пирĕн сутлăх 20 тонна ытла пур.
“Иккĕмĕш çăкăра” кăçал эпир питĕ кĕске вăхăтра, икĕ эрнере тенĕ пек, пухса кĕртме пултартăмăр. Ку ĕçе шкул ачисене те явăçтарман. Çĕр улми кăлармалли комбайнсемпе икĕ сменăпа талăкĕпех вăй хунă. Сортировка тумалли агрегата чарса лартман.
Çав хĕрÿ вăхăтра куллен уй-хирте 25-шер агрегат ĕçлерĕ. Вĕсене пĕр тикĕс ĕçлеттерме мĕн чухлĕ çунтармалли япаласем кирлĕ? Топливо енчен чăрмавсем ан пулччăр тесех ĕнтĕ анчахрах çунтармалли-сĕрмелли материалсем яма тепĕр икĕ цистерна илсе вырнаçтарса лартрăмăр.
— Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса мĕн-мĕн туса ирттертĕр-ха?
— Кĕрхисене 820 гектар акса хăварнă. Çав шутра “московская-39”, “казанская-560” тулă, “корнет” тритикали. 1200 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. Халĕ минераллă удобренисем кăшт йÿнĕрех пулнипе усă курса, çĕнĕ çулччен аммиак селитри — 5, хутăш удобрени 2 вакун илсе хурасшăн.
— Çĕр улми тухăçĕ пĕчĕк мар сирĕн. Ăна вырнаçтарасси вара мĕнле пулса пырать-ши?
— Апат-çимĕçлĕх çĕр улмине 4 пин тонна ытла хранилищĕне хывса хăварнă. Ăна пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн клиентсем патне ăсатсах пыратпăр. Акă, иртнĕ кунсенче 5 вакун тиесе ятăмăр.
— Тĕш тырă, çĕр улми пухса кĕртнĕ çĕрте камсем хастар тăрăшрĕç, Сергей Львович?
— Вырмара Александр Петров комбайнер тухăçлă вăй хучĕ. Кĕрхи çĕртме тунă çĕрте Владислав Владимиров — Т-150К, Вениамин Марков — ДТ-75 тракторсемпе, Сергей Семенов МТЗпа тăрăшрĕç. Андрей Сорокина палăртма кăмăллă, вăл пирĕн коллектива ăнăçлă кĕчĕ. Август уйăхĕнче ĕçлеме пуçларĕ, "Дон-1200" комбайна лайăх ĕçлеттерчĕ. Алли те ылтăн унăн: сварка тата электрик ĕçне те пултарать. Халь эпир ăна К-700 трактор шанса патăмăр. Водительсенчен Валерий Владимировпа Алексей Григорьева, Владимир Черновпа Константин Ершова тата Андрей Алексеева палăртас килет.
— Кăçал пĕрлешÿн техникăпа пурлăх никĕсне тĕреклетес тĕлĕшпе еплерех ĕçлерĕр тата?
— “Миедема” сортировка туяннă, 3 пин тонна çĕр улми кĕмелĕх çĕнĕ хранилище тунă. Килес çул “Красное Сормово” пĕрлешÿринчен хăватлăрах “Полесье” маркăллă тĕш тырă комбайнĕ туянасшăн тата ытти те.
— Чатукасси, Крентейкасси тата Именкасси тăрăхĕсенче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе мĕн палăртнă-ши?
— Çитес çул тĕш тырăсен лаптăкне — 2050, çĕр улминне 230 гектара çитересшĕн. Кăçал Именкассинче ватăлса кайнă люцерна лаптăкне сухаласа акнă, Крентейкасси улăхне те. Чатукасси çĕрĕсем çинче ĕçленĕ май, кунти пушă выртакан çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн. Пăрçа лаптăкне те кăшт пысăклатас тетпĕр.