АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул — кĕлетре

30 октября 2009 г.

 

Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ пирĕн пĕрлешÿшĕн кăçал ăнăçлă вĕçленсе пырать. Тыр-пул — кĕлетсенче, çĕр улми — хранилищĕре.

Калас пулать, тухăç кăçалхи çулшăн япăх мар. Кашни гектартан вăтамран тĕш тырă (бункер виçипе) — 25,4, кĕлет виçипе — 24,8, çĕр улми 164,7 центнер пухса кĕртрĕмĕр. Çакă савăнтарать: механизаторсем хăйсен сăмахне тытрĕç. Пурте пĕр тĕллевпе тăрăшса ĕçленипе пулчĕ ĕнтĕ ку. Тÿрех каламалла — вĕсенчен пĕрне ырласа теприне хурлама çук.

Кăçал тĕш тырăсем пирĕн 880 гектар лаптăк йышăннă. Çав шутра кĕрхисем 220 гектар, ытти вара — çуртрисем. Кĕрхисенчен тритикали, ун лаптăкĕ 25 гектар, лайăх тухăç, гектартан 47 центнер, парнелерĕ.

Кăçал кĕрхисен лаптăкне чылай ÿстертĕмĕр, 380 гектар акса хăвартăмăр. Пысăк тухăç паракан культурăсем пусă çаврăнăшĕнче ытларах вырăн йышăнчĕç. Шел, çумăр çуман пирки августăн 15-мĕшĕнче акнисем япăхрах шăтса тухрĕç, каярах çунă çумăрсене пула вĕсем кăшт юсанчĕç-ха.

Тыр-пула алла илнĕ, анчах ĕçĕ кунпа вĕçленмелле мар, ăна сутса укçа тумалла. Çĕнĕ техника сахал мар илнĕ, уншăн саплашса пымалла. Тĕш тырăсен хакĕ çав тери йÿнĕ пулни вара паян пире çапла тума май памасть. Чухăн хресченĕн мĕн тумалла, ку хытах шухăшлаттарать.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те начар теме çук. Сăвăм пĕчĕк мар. Продукци пахалăхĕ лайăх. Шел, унăн хакĕ çаплах хăпармасть. Выльăхсем валли апатне хатĕрленĕ, анчах вăл рационпа вĕсене пĕлтĕрхи евĕр нумай лекмĕ. Иккĕмĕш хут курăка çулса илеймерĕмĕр тесен те тĕрĕсех, мĕншĕн тесен вăл ÿсмерĕ. Тырă фуражне çителĕклех хатĕрленĕ.

“Ĕнесем кун пек çăнăх çисе яманнине курман”, — терĕ Елена Алексеева заведующи пĕррехинче. Ара, пусыпкине 4 килограмм ытла панă та, вăл ытлашши пулнă ĕнтĕ. Витесене хĕле хатĕрлесе çитернĕ, вĕсене юсаса дезинфекци тунă, стенисене шуратнă тата ытти те. Çирĕклĕри витене тĕпрен юсарăмăр, унта 120 ытла ĕне выльăх куçартăмăр.

Тума палăртнă ĕçсем нумай. Техника, ăна хĕл каçма йĕркеллĕ тасатса-сĕрсе вырнаçтарсан та, уçă çĕрте ларса, çĕрет. Çавăнпах комбайнсемпе ытти машина-механизмсен ĕмĕрне тăсас тĕллевпе техникăна кĕртсе лартма ангарсем туса лартасшăн. Мăн Шетмĕ урлă каçса çÿресси чĕр нуша, уйрăмах çурхи уй-хир ĕçĕсене тунă вăхăтра. Çур акине хутшăнакан техникăна тавралла турттарса кайма тиветчĕ. Çавăнпа та кăçал ку юхан шыв урлă хамăр вăйпа кĕпер хыврăмăр.

Килес çул çĕр улми лаптăкне кăшт пысăклатас тĕллев тытнă тата ытти те. Тĕрĕссипе малалла аталанас тесех тăрăшатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика