АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕлхесен 14-мĕш тĕнче фестивалĕ

30 октября 2009 г.

 

Шупашкарта октябрĕн 11—18-мĕшĕсенче пулнă 14 тĕнче фестивалĕн тĕллевĕ — Чăваш енте, Раççейре, Пĕтĕм тĕнчере пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисене пĕр-пĕрне тÿррĕмĕн ăнланма, итлеме хăнăхтарасси. Унта хисеплĕ хăна пулса Польша посольствин ĕçченĕ Юстина Гладысь, Раççейри ăслăлăх академийĕн чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ĕçченĕ Ирина Самарина, Германири Анди Мунчов экперантист, Михаил Хаминский куçаруçă хутшăннă. Çавăн пекех Чĕмпĕр, Санкт-Петербург, Тюмень, Екатеринбург, Мускав, Хусан, Чулхула хулисенчен эксперантистсем хутшăннă.

Фестивале хутшăнакан кашни çын хăй суйласа илнĕ чĕлхе мĕнле янранине итлесе хак панă, тĕрлĕ чĕлхе презентацине пĕр харăс ирттернĕрен харпăр хăйне килĕшекеннине çеç хутшăнма пултарнă.

Пирĕн вара эсперанто, азбука, морзе, азербайджан чĕлхисемпе, презентацисем урлă, паллашма май килчĕ.

Паян чĕлхесен фестивалĕсене пирĕн республикăра çеç мар, Раççейри ытти хуласенче те йĕркелеççĕ. Акă, кун йышши фестиваль Мускавра пуçласа пĕрремĕш хут — 2006, Санкт-Петербургра 2007 çулта иртнĕ.

Чĕлхе фестивалĕ нумай енлĕ. Çав шутра — 10 ытла ĕç. Вĕсем çаксем — чĕлхе презентацийĕ (чĕлхе караванĕ, çырулăх мастерскойĕ, конкурссем, ача-пăча хушшинче ÿкерчĕксем тăвасси, аслăрах классенче вĕренекенсем эссе çырасси, студентсен чĕлхе пĕлесси, концертсем хатĕрлесси, юмах куçарасси) тата ытти те. Районти шкул ачисем вара “Ман тăван чĕлхе” конкурса хутшăнма кăмăл туни палăрчĕ. Эссе çырма 8—11 классенче пĕлÿ пухакансем хутшăннă, вĕсем тăван чĕлхен çепĕçлĕхне, кăмăллăхне тата пултарулăхне уçса пама тăрăшнă.

Тăван халăх чĕлхи, ытти наци чĕлхипе танлаштарсан, лайăхрах палăрать. Акă, Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Е. Васильева 8—9-мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Унăн теми — “Манăн тăван чĕлхен сăпки”. Асăннă шкулта пĕлÿ пухакан Л. Кузьмина 10—11 классен тупăшăвĕнче “Тăван чĕлхе — манăн çĕр-шывăн культура пуянлăхĕн çăраççийĕ” темăпа виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕсен ертÿçи — шкулти чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен В. Васильева. Çавăн пекех “Тĕп чĕлхесем пулмаççĕ” темăпа Чатукассинчи тĕп шкулти 9-мĕш класа çÿрекен А. Иванова (ертÿçи А. Григорьева) — иккĕмĕш вырăнта.

Октябрĕн 19-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсене Чăваш халăх поэчĕ Я. Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче чысларĕç. Пухăннисене кунта юрă-ташăпа та савăнтарчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика