30 октября 2009 г.
Çĕньял Чуракассине çитсе курăр-ха. Пĕтĕмпе пилĕк урам унăн. Çырма-çатраллă çĕрте вырнаçнă ку ял. Халь кунта 143 килте 354 çын пурăнать. Çав шутра — Ананьевсем те. Юрий Яковлевич — механизатор, предприниматель. Унăн мăшăрĕ — Светлана Васильевна — ялти лавккари сутуçă. Мĕнпе палăраççĕ-ха Ананьевсем?
Ял-йышшăн ырă ĕç тунипе, çавăнта хăйсен иксĕлми тÿпине хывнипе тесшĕн эпĕ. Уйрăмах ку тĕлĕшпе кил хуçи пуçаруллă. “Ял сăн-сăпачĕ — пирĕн сăн-сăпат”, — тет яланах Юрий Яковлевич. Сăмахĕсене хăть хăçан та ĕçпе çирĕплетессишĕн çине тăрать вăл. Çакăнта пĕр темиçе тĕслĕх илсе кăтартам. Акă, Çĕньял лавкки çывăхĕнчи çырма, шыв-шура пула, çийĕнсех кайнăччĕ. Ун урлă каçмалли çул та япăхланнăччĕ çавна пула. Юрий Яковлевич йĕркеленипех çырма урлă каçмалли çул-йĕре йĕркене кĕртрĕç. Унпа пĕрлех çырма-çатрари çÿп-çапа пухса, трактор прицепĕ çине тиесе, ăсатрĕç.
Ю. Ананьев çуркунне хăйĕн тракторĕпе Çĕньял масарĕнче пухăннă ăпăр-тапăра та илсе тухма пулăшрĕ.
Вăт, чăннипех те мухтамалли тата мухтанмалли çынах вăл — Юрий Ананьев !?
Механизатор-предпринимателĕн мĕн пурĕ ултă гектар çĕр. Анкартинче тата пĕр гектар çĕр пур. Туллине те, ырашне те, урпине те акса туса илет асăннă лаптăксенче.
54 çулхи вăй питти арçынăн çемйи патне тепре таврăнам-ха. Виçĕ ывăл çуратса пăхса çитĕнтернĕ мăшăрĕпе. Чи асли — Александр — авланнă, икĕ ачаллă. Сергей Мускава ĕçлеме çÿрет. Чи кĕçĕнни — Слава — ял хуçалăх академийĕнче вĕренет.
Çĕньял Чуракассинчи “Садовая” урамри çуртра пурăнаççĕ Ананьевсем. Мухтав вĕсене.