АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Йĕкĕтре çуралнă, Карайра пурăннă

30 октября 2009 г.

Çĕнĕ Йĕкĕтре çуралнă, Карайра пурăннă

 

Çĕр çул тултарнисен йышĕнче Карай ялĕнче пурăнса ĕмĕрленĕ Евдокия Кузьминична Кузьмина та пур. Вăл 1904 çулта, август (çурла уйăхĕнче 8-мĕшĕнче) Çĕнĕ Йĕкĕтре çуралнă. Ашшĕ икĕ хутчен авланнă. Куçман пĕрремĕш арăмĕнчен — Евтукки, Аграппи, Кĕркури, иккĕмĕшĕнчен Кĕтерин, Лисук, Куçкă кун çути курнă.

Е. Кузьмина — ултă ача амăшĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех асăннă тăрăхри хуçалăхра вăй хунă.

Салтак арăмĕ пулнă кинемей. Мăшăрĕ — Спиридон Ильин — 1941 çулта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Татах та йывăртараххи ура хунă ăна пурнăçра. Ачисем пирки аса илсен чĕрене йĕппе тирнĕнех туйăннă çав. Ултă ача амăшĕ ачисемпе савăнса пурăнмалла чух пĕри те тепри çамрăклах, чирлесе те мар хăть, çĕре кĕнĕ.

Евдокия Кузьминан 100 çулхи юбилейне эпĕ сумлă делегаци йышне хутшăнса паллă тума хутшăннăччĕ. Халĕ те куç умĕнчех-ха 2004 çулхи августăн 10-мĕшĕ — ытлари кун. Карай ялне кинемей килне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Антонов, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Леонид Киселев, Карай ял администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Семенов тата специалисчĕ Ольга Сергеева, Карайри культура çурчĕ çумĕнчи агитушкăн (илемлĕх ертÿçи Мария Романова) пынăччĕ. Сумлă хăнасен йышĕнче ялтан та, кÿршĕллĕ районсенче пурăнакан тус-тăванĕсем те пурччĕ.

— Сире, Евдокия Кузьминична, 100 çул тултарнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Станислав Николаев тав çырăвĕпе саламлать. Ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунать, ăш пиллĕн тав туса алă тытрĕ çавăн чух юбиляра Николай Илларионович. — Ан чирлĕр, сывă пурăнăр.

Уяв кĕрекинче Евтукки кинемин хĕрĕ — Марье, кĕрÿшĕ — Миша Серафимов (Элĕк районĕ), унăн ывăлĕсем — Евтукки кинемин мăнукĕсем: Эльза (Вăрнар районĕ), Владимир, Венера (Чатукассинчен), Валентина (Шупашкар) пулчĕç.

Сăмах май, Венера Петровна Чатукассинчи тĕп шкулта биологипе хими предмечĕсемпе вĕрентет. Коллективра ятлă-сумлă. Мăшăрĕпе — Валерий Пантелеймонович Ивановпа — икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ.

Венера Петровнан пĕр тăванĕ — Владимир Петрович Максимов та Чатукассинчи шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ. Халь академикăлла отпускра.

— Анне çамрăклах çĕре кĕчĕ. Галя ятлăччĕ. Пĕр ывăл та икĕ хĕр тăрса юлтăмăр. Кукамай хÿттинче вăй илмелле пулчĕ пирĕн. Анне вырăнĕнчех пулчĕ пирĕншĕн кукамай. Халĕ те манăçмасть , — аса илет Е. Кузьмина пирки Венера Петровна. — Хăйĕн юлашки кунĕсене пирĕн патра пурăнчĕ.

— Венера Петровна, çĕр çул çак сăмахсене хăпартланса калама кăмăллă. Евтукки кинемин çирĕп сывлăхĕн тата вăрăм кун-çулĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши? — ыйтуллăн пăхрăм вĕрентекен çине. — Эсир унăн тупсăмне тĕпчемен-и?

— Пыл çисе ÿснĕ эпĕ. Унра сиплĕ япаласем чылай, тетчĕ кукамай. Çавăнта пуль кун-çулăн чылай пурăннин вăрттăнлăхĕ, — хурав пачĕ мана вĕрентекен. — Тата кукамай кăмăл уççиллĕ çын пулнипе асра юлать маншăн. “Çынпа ан вăрçăр, кулăр, савăнăр”, — тетчĕ.

Евдокия Кузьмина 2006 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика