АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илья Кондратьевич, сывлăх пултăр

30 октября 2009 г.

Илья Кондратьевич, сывлăх пултăр

 

Алманчсемшĕн çул тăваткалĕ — паллă вырăн. Çакăнтан тăватă еннелле те çул тăсăлать. Пĕри — çурçĕрелле — Супаралла, тепри — хĕвел анăçнелле — Пайсупиналла, виççĕмĕшĕ Çĕнĕ Йĕкĕтелле каять. Тăваттăмĕшĕ вара ял центрне кĕрсе çухалать.

Пайсупиналла выртакан çулăн сылтăм енчи йывăç çуртра пурăнать те Илья Кондратьевич Кондратьев. Урам ячĕ Чапаев ячĕллĕ.

— Мучипе курса калаçаймастăр пуль. Алăк патĕнчех йытă хураллать. Тем курăр тата... — асăрхаттарчĕ мана çул тăваткалĕнче тăракан çамрăк. — Хăй те тухрĕ тата…

Вырăсла хапха умĕнче çĕр çумне çитиех пĕкĕрĕлнĕ ватă курăнчĕ. Аллинче витре. Çавна сиссех те пуль мучие туххăмрах пĕр ушкăн хур сырса илчĕ. Илья Кондратьевич вĕсене кăнтăрлахи апата йыхравларĕ.

— Килĕр, килĕр, тулă çийĕр, — витрине çĕр çинелле ÿпĕнтерчĕ старик.— Сăхăр,сăхăр…

— Вăй патăр! — тăруках сăмах хушрăм ватăна. — Вăй патăр!

— Паллаймарăм-ха сире… Куçĕ те витĕрех мар та…

— Ара, пайсупинсем эпĕ. Люньки шофер ывăлĕ, — тĕп-тĕрĕссине пĕлтертĕм эпĕ.

Иксĕмĕр хушăра самантрах сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ. 1926 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче Алманчра çуралнă И. Кондратьев. Çак кил вырăнĕнчех… Алманч хĕрĕпе çемье тĕвĕленĕ. Елена ятлă пулнă вăл. Пилĕк ывăл та пĕр хĕр çуратнă мăшăрĕ. Халь пурăнаканнисенчен тăватă ывăлĕ кăна…

— Чернобыльти аварие хутшăннă манăн ывăлăм. Шел, чире кайса вăхăтсăрах çĕре кĕчĕ Леня, — куç лакăмĕнчи вĕри тумламсене пытараймарĕ Илья Кондратьевич. — Мăшăр та 15 çул каялла вилчĕ.

1943 çулта салтак ячĕ тухнă унăн. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă вăл. Артиллерист. 1950 çулта тăван кĕтесе таврăннă. Пĕтĕм ĕç-хĕлне “Гигант” хуçалăхпа çыхăнтарнă. Урапасем юсанă, лашасем, вăкăрсем пăхнă. Хуралçă та пулнă.

— Тĕрĕссипе, Матьшу шывĕ хĕрринчи фермăра вăтăр çул ытла ĕçлерĕм. Ялти ытти ĕçре те тăрăшрăм, хам ята ямарăм, — хăй калассине пĕлтерчĕ ватă. — Ачасем те ман ята ямаççĕ…

Ачисем тенĕрен, Николайпа Владимир, Родион — Шупашкарта, ялта — тĕп килте Виталий. Çемьеллĕ. И. Кондратьевăн хĕрĕ — Зинаида Ильинична — Шывпуçĕнчи шкул директорĕ.

— Сире ялта ытларах мĕнле чĕнеççĕ? — ыйтуллăн пăхрăм ветеран çине.

— Ялта “Илья кум” тесе калаççĕ. Пĕрне кум пулнăччĕ те… Халь шÿтлесех те пуль çапларах калаççĕ, — терĕ И. Кондратьев.

Район хаçачĕн çывăх тусĕ пулнипе палăрать вăл. Çулленех çырăнать тата юратсах вулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика