27 октября 2009 г.
Октябрĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче вĕрентÿпе ăслăлăхра вăй хуракансен районти профсоюз организацийĕн конференцийĕ иртнĕ. Унта асăннă профсоюз организацийĕн 2004—2009 çулсенчи отчетлă тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ пирки Галина Николаева председатель отчет туса панă.Делегатсем ревкомисси докладне (председателĕ А. Павлова)çирĕплетнĕ.
Отчетлă доклада сÿтсе явма И. Ананьева (гимнази), В. Михайлов (Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул), А. Соловьева (Кĕçĕн Шетмĕ) тата Е. Осипова (Упири “Парăс” ясли-сад) делегатсем хутшăннă.
Конференцире çавăн пекех район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Николай Антонов тата вĕрентÿпе ăслăлăхра тăрăшакансен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕ Зинаида Степанова сăмах каланă.
Конференци вĕрентÿпе ăслăлăхра вăй хуракансен районти профсоюз организацийĕн канашĕн отчетлă тапхăрти ĕç-хĕлне, пĕр шухăш-кăмăллă пулса, “вăтам” хак панă.
Делегатсем профком председателĕ пулма Г. Николаевапа С. Суховетрюк кандидатурисене сĕннĕ. Кунта, ытларах сасă пухса, Галина Ивановна Николаева çĕнтернĕ.
Конференци 32 çынтан — районти профсоюз организацийĕн канашне, виçĕ çынтан ревизи комиссине — председательне А. Павлована суйланă.
Конференци вĕрентÿпе ăслăлăхра вăй хуракансен республикăри ХХVII конференцине кайма икĕ делегат суйланă.