27 октября 2009 г.
Пирĕн районти командăсемшĕн кăçал республикăри футбол чемпионачĕ кăшт маларах вĕçленчĕ. Унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме вăхăт. Райхаçат корреспонденчĕ çак кунсенче ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕн директорĕпе, Трак ен футбол федерацийĕн председателĕпе А. В. Лаврентьевпа тата “Факел” футбол клубĕн тренерĕпе В. Н. Тишкинпа тĕл пулнă, иртнĕ чемпионат татса паман мĕнле ыйтусем кăларса тăратни тата вĕсене еплерех татса памалли пирки каласа пама ыйтнă.
— “Факел” командăра вылякансенчен, кунта сăмах çитĕннисем пирки пырать ĕнтĕ, 60 проценчĕ “Заволжски” ЛПУМГра ĕçлеççĕ. Ыттисем, сăмахран, Павел Никифоровпа Володя Иванов вратарьсем — тĕрлĕ çĕрте, Сергей Семенов, Дима Максимов… — Мускавра, Женя Михайлов — Шупашкарта, теприсем ытти хуласенче вăй хурса, хăйсене пурăнмалăх укçа-тенкĕ тăваççĕ, ялан пĕр çĕрте пурăнмаççĕ. Вĕсем пурте “Факелра” вылянă. Райцентрта чипер пурăнмалăх укçа ĕçлесе илмелли ĕç вырăнĕ тупайманнни вĕсене çапла тума хистет. Тивĕçлĕ специальность илнисем пурте газ уçлакан станцие ĕçлеме вырнаçаймаççĕ. Çавăнпа та хăшĕсен кашни турти матчах хутшăнма майсем çукрах. Вăйăçăсем тăтăшах улшăнаççĕ. Капла вăйă практики те, вăйăри çыхăнусем те çухалаççĕ. Ку чухне команда ăçтан-ха ăнăçлă вылятăр?
Миша Петровпа Денис Тянăн пултарулăхĕ пĕр пекрех, вĕсем пĕр-пĕрне ылмаштарма пултаратчĕç. Ку футболистсем пулмасан, командăна туртса пыракансем çукрах. Çавăнпах чемпионатăн виççĕмĕш тапхăрĕнче ăнăçу тăваймарăмăр. Йĕркеллĕ вратарь пулманни те ура хучĕ тепĕр чух. Леша Ефимов хапхана лайăх хÿтĕлетчĕ. Анчах авланчĕ те вăйăсене хутшăнма пăрахрĕ, çемьене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Футбол турĕсем ытларах канмалли кунсенче иртеççĕ те кун пек майсем сахалланаççĕ. Хăшĕсем трасса çинче ĕçлеççĕ, каллех вăл е ку матча хутшăнма май килмест. Мĕншĕн тесен çав кун вĕсене ĕçрен хăтармаççĕ. “Факел” район чысне хÿтĕлет. Çавăнпа кунта çак ыйтăва май пур таран усăллăрах татса парсан лайăх пулмалла. Район территорийĕнче пурăнатпăр пулсан, ăна епле те пулин усă кÿме тăрăшмалла пек.
Кÿршĕллĕ тата аякри, сăмахран, Кĕçĕн Шетмĕрен, Пикшикпе Мăн Шетмĕрен тата ытти ялсенчен пултаруллă çамрăксене тренировкăсене явăçтарма йывăр, укçа çук. Ытти районсен командисен, тĕслĕхрен, Етĕрнепе Вăрнарта, пĕрремĕш дивизионта тата аслă лигăра вылякан футболиста кашни матчшăн 2—1,5 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Çав укçана спонсорсем параççĕ, пирĕн вара ун пекки çук. Çавна пĕлсе те çамрăксен районшăн выляс интересĕ пĕтсе пырать. Вĕсене ăнланма пулать, паллах. Вăйăсем июнь уйăхĕнчен пуçласа октябрь вĕçĕччен канмалли кунсенче иртеççĕ. Çав вăхăтра килте тумалли ĕçсем те пур пулĕ. Çавăнпах хăшĕ-пĕрисене тепĕр чух выляма кайнăшăн килтисем те ÿпкелешеççĕ ĕнтĕ. Кăна ăнланмалла. Çавăнпа та футболистсене укçан хавхалантарни кирлех тесе шутлатăп эпĕ.
Трак енре талантлă футболистсем çук мар. Вĕсене шырамалла кăна. Район чемпионатĕнче çакна тума пулать. Анчах Карай, Чатукасси, Именкасси, Еншик Чуллă, Алманч енчен унта пĕр команда та хутшăнмасть. Вĕсенче çак вăйăна килĕштерекен каччăсем пурах ĕнтĕ, анчах яш-кĕрĕме Кĕçĕн Шетмĕри Андрей Христофоров пек пĕтĕçтерме çине тăракансем çук пулас.
2007 çулта “Факел” команда пĕрремĕш дивизионтан аслă лигăна тухма пултарчĕ. Шел, унта унăн ĕç ăнмарĕ. Пирĕн футболистсем ыттисенчен япăх мар выляма пултараççĕ. Аслă лигăра выляса пăхни вĕсен куçне уçрĕ темелле. Футбол, тренировкăсем çине тăнлă-пуçлă пăхма вĕрентрĕ вăл. Ĕçлемесĕр, тар кăлармасăр çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест. Аслă лигăра выляма пирĕн футболистсем мораль тĕлĕшĕнчен хатĕрленсе, пиçсе çитеймен-ха.
Çапах та пуçа усма кирлĕ мар. В. Тишкин вĕренекенĕсем ÿссе, тĕрекленсе пыраççĕ. Килес çул Артур Петров (Туçи Чуракасси), Андрейпе Алексей Павловсем çитĕннисен командинче выляма пултараççĕ тата ытти те.
Футболистсен вăй-хал тĕлĕшĕнчи хатĕрленĕвне лайăхлатас тесе, иртнĕ çул юр çинчи футбол турнирне хĕл кунĕсенче икĕ хутчен ирттерсе пăхрăмăр. Шел, вĕсене 2-3 команда çеç хутшăнчĕ. Чăн та, кун валли условисем те çителĕксĕртерех, тĕслĕхрен, хывăнса тăхăнма ăшă вырăн кирлĕ. Анчах пĕр пуçăннă ĕçе путланма парас марччĕ. Çитес хĕл кунĕсенче те çак турнира ирттересшĕн.
Килес çул “Факелăн” ÿсĕмĕсем сумлăрах пуласса шанас килет. Куншăн футбол ани çине выляма тухнă кашни спортсменăн хăйĕнчен мĕн килнине пурне те тума тивет, паллах, — вĕçлерĕ хăй сăмахне Андрей Валентинович.
— Пĕтĕмĕшле илсен, кăтартусем япăх теме çук. 11—12 çулсенчи ачасен команди “Факел” хăйĕн ушкăнĕнче иккĕмĕш тапхăрти вăйăсене хутшăнчĕ, унта тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. 1994—1995 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен йĕркеленĕ “Факел” команда кăтартăвĕ сумлăрах. Вăл иккĕмĕш тапхăрти вăйăсене япăх мар ирттерчĕ. Ку ушкăнра иккĕмĕш вырăн йышăннă Шупашкарти “Крылья” пекех 8 очко пухрĕ, çитменнине вăл унран пĕр мечĕк нумайрах тапса кĕртнĕ. Вĕсем хушшинчи вăйăсем хăнара — 1:1, килте 3:3 шутпа никам та çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ. Пирĕннисем Шупашкарта “Крылья” хапхине — 1, килте 3 мечĕк тапса кĕртнĕ. Шупашкар футболисчĕсем хăнара пирĕн хапхана килтинчен ытларах — 3 мечĕк тапса кĕртнĕ тесе, вĕсене малалла выляма ирĕк панă, пире вара — çук. Паллах, ку кÿрентерет ĕнтĕ, анчах мĕн тăвăн?
Çитĕннисен “Факел” команди те иккĕмĕш тапхăрти вăйăсене хутшăнчĕ. Шел, Шупашкарти “Омонпа” Кÿкеçри “Ротор” унран чылай ăнăçлăрах вылярĕç. Çакăн сăлтавĕсем те пур ĕнтĕ. Кăçал эпир Денис Тянăн малалла ÿсес майĕсем пысăк тесе, ăна пĕр сезона Вăрнарти “Химик” командăна арендăна патăмăр, вăл хăй те хирĕç пулмарĕ. Александр Ивановпа Алексей Павлова салтака илсе кайрĕç. Миша Петров чире пула юлашки вăйăсене хутшăнаймарĕ. Командăран пĕр харăс вăйлă тăватă футболист тухса ÿкни вăйă пахалăхĕнче хытах сисĕнчĕ. Çитменнине юлашки вăхăтра лайăх вратарь çук. Алексей Ефимов мăшăрланнă хыççăн выляма пăрахрĕ. Павел Никифоров япăх мар вратарь, анчах унăн дисциплина хавшак. Выляма тухатăп тесе шантарать те палăртнă кун хăй пачах пымасть. Вратарь ыйтăвĕ питĕ çивĕч пулса кайрĕ. Унран вăйă епле пуласси нумай килет, ахальтен каламан вĕт “Вратарь — çур команда” тесе. Женя Антоновпа Саша Ласкеев çамрăксем командăна ăнăçлă кĕчĕç, лайăх выляççĕ. Пултаруллă çамрăк футболистсем хатĕрлессишĕн ытларах тăрăшмалла ĕнтĕ, шырас пулать, вĕсемпе ĕçлемелле. Акă, Алманч енчи А. Петров пултарулăхĕ килĕшрĕ. Кашни матчра тенĕ пекех мечĕк тапса кĕртет вăл… — каласа пачĕ Виктор Николаевич.