АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Сăввăмсене вуланăшăн — тавах!”

27 октября 2009 г.

 

(Леонид Антоновăн “Кун-çул пусми” ятлă çĕнĕ кĕнекине тишкерни)

Районти библиотекăсенче ĕçлекенсем хăйсен тĕп тĕллевне пурнăçлассишĕн — вулакансемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетсе пырассишĕн куллен тимлеççĕ. Килсе тăракан çĕнĕ кĕнекесене вĕсемпе пĕрле сÿтсе явассине йăлана кĕртнĕ. Ентеш-çыравçăсене хакланă чух вара авторĕсене те курнăçăва чĕнеççĕ.

Çакăн пек тĕл пулу район центрĕнчи ача-пăча библиотекинчи вулав залĕнче Красноармейскинче çуралса ÿснĕ, кунтах пурăнакан паллă сăвăçăн — Леонид Антоновăн “Кун-çул пусми” кĕнеки тăрăх иртрĕ. Унти мĕн пур библиотекарьсем, вырăнти çыравçăсем хутшăнчĕç. Чи хисеплĕ вырăнта — автор.

Тĕл пулăва тĕп библиотека ĕçченĕ С. Гурьева йĕркелесе ертсе пычĕ. Автор кун-çулĕ çинчен кĕскен паллаштарса, вăл çакна палăртрĕ: Леонид Антонов литература каçалăкĕ умне тăни çур ĕмĕр те çитрĕ. Иртнĕ уйăхра вăл çуралнăранпа 70 çул тултарчĕ. Поэзи тĕнчине уйрăмах килĕштернĕскер, ку таранччен пилĕк кĕнеке кăларнă. Аслă пĕлÿллĕ агроном хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне тăван çĕрпе çыхăнтарнă. Çавăнпа та пулĕ, лирикăлла сăввисенче Трак енĕн илемлĕ тавралăхне, çут çанталăк асамлăхне, çĕр ĕçченĕн çăмăл мар шăпине туллин ăнланса сăнлать. Ахальтен мар ăна Чăваш Республикинчи профессильлĕ писательсен союзне илнĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне панă. Унăн сăввисем тăрăх композиторсем чылай юрăсем хайланă. Сăмах май каласан: район гимнĕн сăмахĕсене те Леонид Антонов çырнă.

“Кун-çул пусми” кĕнекен ум сăмахĕнче пирĕн ентеш — Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер автор пирки мĕн шухăшланине йăлтах каланă. Ку ăнсăртран мар: Леонид Антонов чăваш литературин пысăк çулĕ çине шăпах вăл пулăшнипе тухнă теме те пулать. Хăй вăхăтĕнче “Ялав” журналта пайтах сăвă ярăмĕсем кăларчĕç, Шупашкарта пĕрремĕш кĕнекине пичетлерĕç. Пĕр пĕтĕмĕшле илсен, “Кун-çул пусми” кĕнеке чăннипех те пурнăç йыхравĕ шутланать.

Сăвăç чунлĕ кирек епле çын та, хăй юратнă профессийĕпе ĕçленĕ хушăрах халăх валли çĕнĕрен те çĕнĕ шухăш-туйăмсене палăртса илемлĕ сăвăсем çырма та вăхăт тупать иккен. Уйрăмах ял хуçалăх специалисчĕсем хушшинче палăраççĕ вĕсем. Çавсен йышне чи малтан Леонид Антонова кĕртмелле. Ентеш-лириксенчен хальхи вăхăтра вăл уйрăмах палăрать.

“Кун-çул пусми” кĕнекене кĕнĕ сăвăсем суйласа илнисем. Вĕсене тăватă ярăмпа калăпланă. Ячĕсем тăрăх автор хайлавĕсем епле çепĕç те ытарлă пулнине туйса илетĕн: “Сывлăм пĕрчисем”, “Çăл куç сипечĕ”, “Чун туртăмĕ”, “Кăмăл çаврăмĕ”. Леонид Антоновăн сăввисенче — хăйĕн сăмах çаврăнăшĕ, хăйĕн сасси. Вĕсене ытти авторсенчен часах уйăрса илме çăмăл. Çак шухăша палăртрĕç те ĕнтĕ хаклав кунне хутшăннисем. Пуринчен ытла “Салам яратăп”, “Çеçпĕл Мишши амăшне”, “Пурнăç — вĕçсĕр кĕрешÿ”, “Шакка, сехетĕм”, “Кун-çул пусми”, “Авăт, авăт, путенем”, “Вĕлтĕренĕм, вĕлтĕрен”, “Мĕнле пурăнса ирттерĕп-ши?”, “Сăмах — сÿнми хăват”, “Халал” тата ытти сăвăсем кăмăла кайнине асăнчĕç. Паллах, кашнин пиркиех чарăнса тăма тĕллев тытман. Пĕтĕмĕшле илсен — пурте вулакан кăмăлне тивĕçтермеллисем.

Тĕл пулура автор пирки ырлав сăмахĕсем калакансем чылай пулчĕç: Именкассинчи К. Шачкин агроном-çыравçă, тĕп библиотекăпа ача-пăча библиотекин ертÿçисем С. Никитинапа Л. Волкова, Упири вулавăш ветеранĕ Е. Константинова, районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н. Ершов. Николай Гаврилович хăй Леонид Антонова халалласа тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисене вуласа пачĕ. Кашниех юбиляра çĕнĕ кĕнеке кăларнă ятпа саламласа тав турĕç, парнесемпе чысларĕç.

Паллах, автор та сăмах илчĕ тĕл пулура. Хăш-пĕр сăввисене пăхмасăр каласа пачĕ. Хăйне çапла хисеплесе чыс тунăшăн чĕререн тав турĕ.

— Сăввăмсене вуланăшăн — тавах! — терĕ вăл чи малтан. — Вулавăшсенче ĕçлекенсене — мухтав! Вĕсем ĕнтĕ çынсене кĕнекепе туслаштараканĕсем, йыхравлаканĕсем. Мана килĕшекен сăвăсем хăшне-пĕрне килĕшмесен те пултараççĕ. Япăх сăвăпа лайăх сăвва уйăрма пĕлмелле, яка вуланакан кашни сăввах лайăххисен шутне кĕртни тĕрĕсех мар — сăвăра поэзи туйăмĕ хуçаланмалла.

Леонид Антоновăн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне тĕп библиотекăра “Тăван çĕре юратап” ятпа анлă курав йĕркеленĕ, “Тулли пучах” ятпа биографиллĕ буклет пичетлесе кăларнă. Ăна хаклава килнĕ кашни çыннах пачĕç. Леонид Антонов “Кун-çул пусми” кĕнекипе районти мĕн пур вулавăша тивĕçтерме 100 экземпляр парнелесе хăварчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика