АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕç

27 октября 2009 г.

Библиотекăна çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕç

Районти тĕп библиотекăн краеведени фончĕ çак кунсенче Трак ен çыравçисен çĕнĕ кĕнекисемпе пуянланчĕ. Леонид Антонов сăвăç “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра кун çути курнă “Кун-çул пусми” сăвăсен пуххине 100 экземпляр парнелерĕ. Кĕнекен “Пурнăç йыхравĕ” ум сăмахĕнче пирĕн ентеш, Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер сăвăç пултарулăхне çапла хаклать: “Вăл хура çĕрпе сенкер тÿпе, тулли пучахпа сывлăм шăрçи поэчĕ пулса вырнаçрĕ чăваш литературине. Ыттисем асăрхаман тĕссене, ыттисем хăлхана чиксе ĕлкĕреймен сасăсене çĕнĕлле чĕрĕлĕх кĕртсе пултарулăх парни кÿчĕ ăстамăр пире”. Çĕнĕ кĕнекене ентешĕмĕрĕн унччен пичетленнĕ сăввисем те, юлашки вăхăтра çырнă хайлавĕсем те кĕнĕ. Уй-хир, вăрман, хресчен ĕçĕ, чăвашсен йăли-йĕрки — çак ăнланусем уйрăмах тĕп вырăн йышăнаççĕ поэт сăввисенче.

Константин Филиппович Шачкин районти тĕп библиотекăпа чылай çул хушши тачă çыхăну тытать. Пирĕн вулавăшра унăн ятарлă фончĕ те пур. Ку таранччен унăн мĕнле хайлав кун çути курнă, пурне те пирĕн патра тупса вулама пулать. Халь çине “Вот это класс!” ятлă тепĕр çĕнĕ кĕнекине 18 экз. парнелерĕ. Авторăн черетлĕ кĕнекине вырăсла çырнă проза та, сăвăсем те кĕнĕ. Çут çанталăкпа тăван тавралăх сывлăхĕ те кун йĕркинче çивĕч тăраççĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи уçăмсăр тапхăрта хаçат-журналсенче çĕр тата политика ыйтăвĕсене çивĕч чĕлхепе çырнă статьясем те вырăн тупнă.

Трак енрен тухнă тепĕр паллă çыравçă та Осип Алексеевич Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) библиотекăна пушă алпа кĕмерĕ. Хăйĕн “Чăваш вăрманĕ” ятлă виççĕмĕш кăларăмпа тухнă кĕнекине парнелерĕ. Кĕнекере Чăваш Республикинчи вăрмансен илемне çут çанталăкăн тĕрлĕ тапхăрĕнче сăнланă. Хамăр тăрăхра ÿсекен тата иртнĕ ĕмĕр варринче пирĕн енре тымар янă йывăçсемпе тата тĕмсен хитрелĕхне, вĕсем мĕнле ĕрченине, вĕсен уссине çырса кăтартнă. Халăх сăмахлăхĕ Патмарсен пуххинче 10 томпа кун çути курмалла. Нумаях пулмасть 5-мĕш томĕ “Ăслăлăх сукмакĕ” пичетленсе тухрĕ. Эдисон Патмар çыравçă ăна пире парнелеме кăмăл турĕ. Кĕнекене ваттисен сăмахĕсем кĕнĕ, алфавит йĕркипе вырнаçтарнă.

Малалла эпĕ çĕнĕ авторсемпе паллаштарасшăн. Вениамин Викторов пирĕн районти Ванюшкасси ялĕнче 1947 çулта çуралнă. Ялти пуçламăш, Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕсенче пĕлÿ пухнă. Лăпкă океанта транспортпа рефрижераци флотĕнче, Шупашкарти автобазăра, тимĕр-бетон изделийĕсен заводĕнче тăрăшнă. Халĕ тăван ялĕнче пурăнать. Вăл çырнă тĕрленчĕксемпе калавсем “Ял пурнăçĕ” хаçатра час-часах кун çути кураççĕ. “Туслă çемьере” — авторăн пĕрремĕш кĕнеки. Кĕнекен “Çивĕч ăслă сăнавçă” ум сăмахĕнче паллă чăваш поэтесси Раиса Сарпи ентешĕмĕр çинчен çапла çырать: “Чăваш Песковĕ” — тесе калас килет манăн Вениамин Викторов пирки. Паллă натуралист-журналистăн Василий Песковăн çут çанталăк пулăмĕсемпе хавхаланса çырнă, чĕр чунсен пурнăçĕнчи тĕрлĕ кăсăклă ĕç-пуçа тĕплĕн те ытарлă çутатса панă тĕрленчĕксемпе статйисене... пурте вуланă, паллах. Пултаруллă сăнавçă, хастар тĕпчевçĕ хăйĕн калавĕсемпе тĕрленчĕксенче Ванюшкасси тăрăхĕнчи çынсен пурнăç-йĕрĕпе, çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕсемпе паллаштарать.

Чăваш литературинчи тепĕр çĕнĕ ят — Антонина Герасивовна Львова. Вăл 1929 çулта Шупашкар районĕнчи Лапракасси ялĕнче çуралнă. Канашри учительсем хатĕрлекен институтра учитель профессине алла илсен Чатукасси шкулĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентнĕ. Çав хушăрах тăван тăрăх историйĕпе кăсăкланнă, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисен, тыл ĕçченĕсен аса илĕвĕсене çырса илнĕ, сăн ÿкерчĕксене альбомсене пухнă. Çав материалсемпе усă курса А. Львова “Манăçми сăнарсем” ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Сăвăлла этнографии тĕрленчĕкĕсенче автор сувар чăвашĕсен авалхи ĕçĕ-хĕлне, вăрçăччен, вăрçă вăхăтĕнчи, вăрçă хыççăнхи чăваш ялĕн пурнăçне çутатать.

Леонид Антонов, Константин Шачкин, Осип Алексеев, Эдисон Патмар, Вениамин Викторов, Антонина Львова çыравçăсене ырă кăмăлĕсемшĕн, ырă ĕçĕсемшĕн, краеведени фондне пуянлатма пулăшнишĕн чĕререн тав тăватпăр, пурнăçра çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми телей, творчество лаççинче пысăк ăнăçусем сунатпăр. Кĕнеке тÿсĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе савăнтарасса шансах тăратпăр.

Çÿлерех асăннă кĕнекесенчен вулавăшра курав йĕркеленĕ. Илемлĕ, усăллă кĕнекесемпе çывăхрах районти тĕп библиотекăра паллашма пулать. Кĕнекен хисеплĕ тусĕсем, эпир сире курма яланах хавас.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика