АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье династийĕ

27 октября 2009 г.

Çемье династийĕ

 

Кашни ялăн хăйĕн историйĕ тата пурнăçĕ. Çав пуянлăхра ырă çынсем пуррипе те палăрать ял. Акă, 246 киллĕ Яманака çитсе курăр-ха. Тĕрĕссипе, мăрьерен тĕтĕм тухаканнисем çав шутран 202 кил, ыттисем дача йышĕнчисем. Вĕсем пĕтĕмпе — 44 кил.

Пысăк ялта халь 559 çын пурăнать. Ку йышра хăйсен ĕç-хĕлне хуçалăхпа çыхăнтарнă Алексеевсем те. Амăшĕ — Милюстина Ильинична тата унăн ывăлĕсем — Валерийпе Василий Алексеевсем. Манăн сăмахăм çак çемье пирки те ĕнтĕ.

Миçе урам-ши Яманакра? Вунă урам… Вăхăт кăнтăрла урлă каçнă. Ăçтарах вырнаçнă-ши Алексеевсен килĕ? Халь вĕсем килте пулмалла. Каçхи сăвăмччен кил-хуçалăхра ĕçлеççĕ ĕнтĕ.

— Эсир çак аслă çулпа, ферма çулĕпе тăвалла улăхăр та… Сулахаялла пăрăнăр. Петров ячĕллĕ урамри 4-мĕш çуртри иккĕмĕш хваттерте пурăнаççĕ Алексеевсем, — аллисемпе сулахаялла сĕлтрĕ мана хирĕç тĕл пулнă хĕрарăм. — Халь каçхи сăвăма кайиччен килтех курнăçăн- ха вĕсемпе.

Мана типшĕмрех сăн-питлĕ хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ Милюстина Ильинична пулчĕ ку. “Кĕрĕр-кĕрĕр, иртĕр пÿртелле. Мăнуксем тата йĕкĕрешсенчен пĕри — Вася та килтех-ха. Тепĕр йĕкĕрешĕ — Валерий — хуçалăхăн çĕр улми пуссинче ĕçлет”, — хăй калассине чуна уçрĕ хĕрарăм.

Малтанах хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ доярка. Мĕн ачаранпах ферма пурнăçĕпе çыхăннă вăл. Амăшĕ — София Васильева, ялти пек каласан, Сухви — ферма çулне такăрланă май, Милюстинăна та ĕçе пĕрле илнĕ. Хĕр ача вара пуçласа пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухнех ĕне сума хăнăхнă. Ашшĕ — Илья Николаев — колхоз председателĕн “тилхепине” тытнă. Çемьере виçĕ хĕр те икĕ ывăл çитĕннĕ. Халь пурăнаканнисенчен Тамарăпа Милюстина кăна юлнă.

Милюстина малтанлăха пăрусем пăхнă. Каярахпа пĕр вăхăт сысна ферминче тăрăшнă. Ашшĕпе амăшĕ ял пурнăçне юратнипех хăй те тăван тăрăха, фермăна парăннă çав. Милюстина чĕрĕк ĕмĕр ытла тăван хуçалăхра ĕнесем сăвать. Ку коллективри малта пыракан дояркăсенчен пĕри вăл. Шел те, мăшăрĕ хуçалăх механизаторĕ Иван Алексеев , вăтăр çултах çĕре кĕчĕ.

— Виçĕ ывăл та икĕ хĕр юлчĕ упăшкаран. Валеркăпа Вася ашшĕ вилнĕ чух виççĕ те тултарайманччĕ. Чи асли те — Сергей — тăваттăра кăна пулнă-çке. Ачасене, шутласа пăхăр-ха, пĕр-пĕччен çитĕнтерме çăмăлах мар вĕт. Çавах та чăтнă, тÿснĕ. Ирпе-ирех тухса каяттăм фермăна, тепĕр чух каç сĕмĕпе таврăннă... Йĕкĕреш ывăлсене дояр ĕçне хăнăхтарасси те хамранах килчĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен ютшăнмарĕç йĕкĕрешсем. Чăн малтанах Валерка пычĕ фермăна, ун хыççăнах Василий те… Валерий вунă çул ытла доярта тăрăшать. Яманакри сĕт-çу фермине реконстукциленĕ хыççăн, паллах, ĕçлес кăмăл-туртăм вăйланчĕ. Акă, пĕлтĕр хамăр ушкăнри ĕнесенчен Василий ывăлăмпа иксĕмĕр 5073 килограмм сĕт суса илтĕмĕр. Ирина Даниловапа ывăлăм — Валерий Алексеев — иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 4500 килограмм ытла продукци илнĕ. Халь эпир пăхакан ушкăнта — 100 пуç ĕне. Сăвăм ирпе тата каç пулттипе — хăй калассине чуна уçса пĕлтерчĕ М. Алексеева. — Сĕт пăрăх тăрăх ăсанать.

— Милюстина Ильинична, каçарăр та йĕкĕрешсем сăн-питрен пĕрешкелех. Епле-ха уйăрса илетĕр пĕр-пĕрне? Йăнăшмастăр-и? — тăруках ыйтрăм дояркăран.

— Валерка сарлакарах пит-куçлă. Вася ун çумĕнче ансăртарах пит-куçлă… Тата сасран та уйăратăп. Çураласса малтан Вася çуралчĕ. Йĕкĕрешсем тенĕрен пирĕн йăх-несĕлтен йĕкĕрешсем апай таврашĕнчен пулнă. Вăл Тватпÿртрен качча килнĕ, — кăмăллăн калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Вăт çавăн пек…

— Çемье çинчен чарăнтăр-ха. Икĕ ывăл йĕкĕрешсем пирки асăнтăр. Валеркăпа Василий дояр профессине алла илнĕ. Сăмах май вĕсем октябрĕн 28-мĕшĕнче вăтăр çул тултараççĕ. Анчах та çемье çавăрасси çинчен аса илеççĕ-и? Тата ытти ачисем ăçта вăй хураççĕ? — сăмах çăмхине сÿтрĕм эпĕ.

— Вăхăчĕ çитнĕ, паллах, авланма. Хĕр-упраçĕсем ялтан хуланалла туртăнни шухăшлаттарать-ха каччăсене. Вăхăт çитсен çемье çавăрĕç. Кулянар мар.Чи аслă ывăлĕ — Сергей — водитель. Ольăпа Надя хĕрĕмсем те çемьеллĕ. Виçĕ мăнук манăн, — пулчĕ хурав. — Вăт çавăн пек пурăнатпăр.

Тепĕр хыпар та пĕлтерем. Дояркăсен ăмăртăвĕнче, çулталăк пуçланнăранпа ĕне пуçне 3673 килограмм сĕт суса илсе, Милюстина, Валерий тата Василий Алексеевсем малта пыраççĕ. Чăннипех те маттур çынсем!

Вăхăт каç еннелле сулăнчĕ. Каçхи сăвăм — пиллĕкре. Алексеевсен хваттерĕнчен амăшĕпе ывăлĕ васкавлăн тухрĕç те, яланхилле хăнăхнă çулпа, тăвалла утрĕç. Сĕт-çу ферминче вĕсене тепĕр дояр — Валерий — кĕтет.

Çапла, Алексеевсем хăйсен кун-çулне выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнтарнăшăн мăнаçланаççĕ кăна, мĕншĕн тесен ачисем те, амăшĕ те мĕн пĕчĕкрен выльăхсене килĕштернĕ. Чăнах та, юратнă ĕçре кăна ÿсĕмсен çулне вăй илтерме пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика