АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлăн уявларĕç

27 октября 2009 г.

Савăнăçлăн уявларĕç

 

Кĕçĕншетмĕсем октябрĕн 23-мĕшĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Кĕçĕн Шетмĕ кану центрне пухăннисене “Нива” хуçалăх ертÿçи И. М. Петров, кунти профсоюзкомитечĕн председателĕ Ю. А. Ильин, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева асăннă уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Тÿрех каламалла, кĕçĕншетмĕсем кăçал професси уявне япăх мар кĕтсе илчĕç. Вĕсем пирки, кăçалхи 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, кĕскен чарăнса тăчĕ те савăнăçлă пухура И. Петров ертÿçĕ. Хуçалăх пĕтĕмпе 1065 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Ăна вăрлăхлăх тата фуражлăх çителĕклĕ хывса хăварнă, халăха тырă парса татнă. Иван Михайлович тĕш тырă, çĕр улми палăртнă чухлĕ илейменнин сăлтавне те уçса пачĕ. “Тĕш тырă çине минераллă удобрени çителĕклĕ хываймарăмăр, çум курăксемпе тивĕçлипе кĕрешеймерĕмĕр. Çĕр улми çитĕнтерес çĕрте те хăш-пĕр кăлтăксем пулчĕç, вăрлăхĕ те кивелсе çитрĕ”, — палăртрĕ вăл. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, кĕр тыррисем 237 гектар акса хăварнă, 450 гектар çĕртме сухи çĕкленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне вăхăтра çапса илнĕ, курăксен лаптăкне пысăклатмалăх та, халăха сутмалăх та вăл пур. Унăн шăтаслăхĕ аван. Выльăх апачĕ çителĕклĕ, кашни условнăй выльăх пуçне 28 центнер хатĕрленĕ.

“Нива” хуçалăх — районта йĕркеллĕ аталанса пыраканнисен йышĕнче. Анчах тĕш тырă, çĕр улми тухăçĕсем, кашни ĕнерен сĕт суса илесси районăн вăтам кăтартăвĕсенчен пĕчĕкрех. Çавăнпа та ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Юрий Петров кĕçĕншетмĕсене ÿсĕмлĕрех ĕçлесе пыма сĕнчĕ.

Уявра хуçалăх производствине хăй тÿпине хывнă кашни ĕçченех укçан преми пачĕç, ака-сухара, вырмара, выльăх апачĕ хатĕрлес, сĕт сăвас ĕçре палăрнисене кунсăр пуçне хаклă парнесемпе чысларĕç. Çак йыша Юрийпе Геннадий Платоновсем, Вениамин Козлов, Александр Сергеев, Андрей Кузьмин механизаторсемпе Владимир Игнатьев водитель, Алина Муравьевапа Ольга Иванова ĕне сăвакансем тата ыттисем кĕчĕç.

Ĕç паттăрĕсен ячĕпе Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи вĕренекенсем литмонтаж лартса пачĕç. Юлашкинчен уява пынисене хуçалăх столовăйĕнче шÿрпе çитерчĕç, лайăх хăналарĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика