27 октября 2009 г.

Яманакри ГЭС пĕви юрăхсăра тухни “Красное Сормово” хуçалăх умне çулсеренех пысăк чăрмавсем кăларса тăраткаланă, уйрăмах çурхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче. Ара,ака агрегачĕсене (Мăн Шетмĕ юхан шывĕ леш енче акса тумалли çĕрсем 300 гектара яхăн — автор) çĕр пиçсен вăхăтра уя илсе тухмалла-çке. Кун пек пурнăç яманаксене йăлăхтарсах çитернĕ. Çавна май, кăçал кунта армантан кăшт аяларахра тепĕр кĕпер тума йышăннă “Красное Сормово” пĕрлешÿ.
Паллах, кашни ертÿçех çакăн пек харсăр йышăну тума пултараймасть. Кунта харпăр хăй коллективĕнчи çынсене, вĕсен вăй-халне çирĕп ĕненни, шанни кирлĕ. Пĕрлехи вăйпа вара сăрта та çавăрса лартма пулать теççĕ-и-ха?
Çапла, темиçе уйăх хушшинче "Красное Сормово" пĕрлешÿ Мăн Шетмĕ юхан шывĕ урлă çĕнĕ кĕпер хыврĕ. Çу кунĕсенче кунта механизаторсем унăн тĕрекĕсене никĕс ярсах хăпартрĕç.
Вырма ĕçĕсем пуçлансан, кунти ĕçсене вăхăтлăха чарса лартма тивнĕ. Тыр-пулпа çĕр улмине пухса кĕртсен, кĕрхи çĕртме сухи тăвассине вĕçлесен, ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартса пĕтерсен, малтан хăпартнă тĕрексем çине двутаврсем вырнаçтарса хурса, кĕпер хăмисене сарса тухрĕç. Асăннă гидросооружени патне пымалли çулăн дамбине тăпра, хăйăр турттарса хăпартрĕç. Çак ĕçре пĕрлешĕве Валерий Львов предприниматель техника уйăрса пулăшнă. Хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов каланă тăрăх, В. Львов вĕсене кранпа экскаватор, КаМАЗ автомашинăсем тепĕр иккĕ уйăрса панă. Акă, октябрĕн 19-мĕшĕнче йĕпхÿ пĕрĕхнине пăхмасăр, кунта хĕрсех кĕпер хăмисене вырнаçтаратчĕç. Икĕ КаМАЗ автомашина çул дамбине хăпартма тăпрапа хăйăр турттаратчĕ. Владислав Филиппов тракторист килсе тăкнă хăйăрпа тăпрана тĕксе тикĕслесе пусăрăнтарса пыратчĕ. Евгений Марков МТЗ тракторпа кĕпер умне хумалли пĕренесене сĕтĕрсе тăрать.
Октябрĕн 21-мĕшĕнче Мăн Шетмĕ шывĕ çак тĕлте хăй çулне кăшт улăштарчĕ. Кĕпер карлăкĕсене тунă тата леш енчи çыранпа кĕпер тĕрекĕ хушшине тăпра тĕксе лартнă хыççăн ку гидросооружени ĕçе кĕчĕ, ун урлă пĕрремĕш транспорт хатĕрĕсем каçрĕç.