Çут тĕнчен пур тапхăрĕ те илемлĕ. Шурă юр хăйне майлă асамлать, çурхи кун çĕнĕлĕхпе савăнтарса вăй-хал кĕртет, шанăç вăратса малашлăха чĕнет, çуллахи хĕвел ăшши чуна килентерет. Кĕркунне те, ав, ылтăн тĕс парса йăпатать. Пурте хитре, пурте аван. Çыншăнах тăрăшнă пек туйăнать çут çанталăк хăйĕн илемĕпе.
Кантăкран пăхатăн халĕ е урамра сăнатăн — йывăçсем хăйсен тумне улăштарнă ĕнтĕ: хĕрлĕ тата хура пилешсем çулăм евĕр курăнаççĕ — çулçисем хĕп-хĕрлĕ. Çырлисем йăлтăр хĕм сапаççĕ. Вĕренесем те ылтăн çĕрĕ пек çиçеççĕ. Улмуççи çинче тĕрлĕ тĕс вăй вылять: симĕсси те пĕтмен-ха, сарри те, хĕрли те пур, хăмăрри те.
Вăрман та пин тĕспе витĕнчĕ. Катаран хăй патне илĕртсе ларать. Кăмпа, пан улми сĕнет вăл этеме. Тĕрлĕ усăллă курăк, çырла парнелет. Ырă та таса сывлăшĕ мĕне тăрать тата! Сывласа тăранаймăн.
Кайăк сасси янăрамасть халь урăх — ăшă çĕрелле вĕçсе кайкаларĕç ĕнтĕ анчахрах вăй илтернĕ чĕпписемпе пĕрле. Çулĕ çывăх мар вара вĕсен, кайăксен. Такăр, хăрушсăр мар-çке тата кĕтсех тăраççĕ вĕсене пысăк, тискер кайăксем.
Шăна-пăвансем пÿрт-çуртах кĕресшĕн талпăнаççĕ. Хĕл каçа çывăрма, паллах, хушăк шыраççĕ. Лĕпĕшсем те сахалланчĕç, ара, çил лăпланми йывăçсене силлет, кăнтăрла пушшех те. Кĕрхи çил питех те кирлĕ — çулçăсене тăкма пулăшать вăл. Хĕлле валли вуçех те хăвармасть. Йывăçсем чăтаймĕç, хуçăлса, аманса пĕтĕç юр кÿлепи айĕнче. Хĕлле йывăç çывăрать.
Çанталăк ку çу кунĕсенче çумăрсăр аптăратрĕ пулин те, пахча çимĕçпе туллин тивĕçтерчĕ. Улма-çырларан та пуян эпир.
Кĕрхи чи ăшă кунсем (“бабье лето”) çитеймерĕ пулас-ха — эрешмен картисем вĕçни курăнмарĕ хальлĕхе. Ăмăр пĕлĕтсем хупласа хĕвеле çул парасшăн мар, тăтăшах макăрасшăн вĕсем, пирĕн кăмăла хуçасшăн пекех. Çĕрле сивĕ. Чир-чĕрпе хăратасшăн. Асăрханма хушать эппин вăл этеме.
Кусать те кусать çулçăсен купи такăр çул тăрăх, çил хăваланă май. Эх, мĕн тĕсли çук кунта! Ылтăн кĕркунне парни вăл, пĕлсемĕр.