АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿс, ешер эс, çирĕк

23 октября 2009 г.

 

Çут çанталăка, тăван тавралăха сăнама юратакан çын сиснĕ пуль ĕнтĕ, юлашки çирĕм çул хушшинче шывлă çырма тĕпĕсем, пĕчĕк юхан шыв çыранĕсем тĕрлĕрен йывăçсемпе симĕсленсех пыраççĕ. Уйрăмах хăй тĕллĕн çитĕннĕ хăва, çÿçе, йăмра тĕмисем çулсеренех вăй илеççĕ. Маларахри çулсенче кам чарнă вĕсене кунта ÿсме теме пултарĕ вулакан. Чарнă çав. Уйри мĕн пур çĕр лаптăкне сухаланине пула ял халăхĕн выльăх кĕтĕвĕсем çырмасемпе, шыв хĕррисемпе кăна çÿреме тивнĕ. Выльăх çÿренĕ вырăнта нихăçан та йывăç хунаман, хунамĕ те. Халĕ çырма-çатрапа юхан шыв хĕррисем выльăх-чĕрлĕхрен ирĕклĕ. Çавна пула çырансем симĕсленсех пыраççĕ. Мăн Шетмĕ тата ытти юхан шывсемпе шывлă çырма тĕпĕсенче халиччен куç умне курăнман тĕксĕм хăмăр та яка хупăллă йывăç тĕмисем йышлăн çитĕннине курма пулать. Ку йывăçăн çулçисем шĕшкĕ çулçи евĕрлĕрех, кăшт тĕксĕм симĕсрех кăна. Тураттисем патрак. Çак йывăç пирки манпа темиçе çын та сăмах хускатрĕ, сахал е пачах та пĕлмеççĕ ун çинчен. Çирĕк ятлă вăл, вырăсла — ольха. Ку йывăç нÿрĕ, шурлăхлă çырансене кăмăллать. Пирĕн тăрăхра вăл мĕн авалтанпах çитĕнет. Эп ăна ача чухнех Васнар ялĕ çывăхĕнчи Коммуна пĕви хыçĕнче шурлăхлă вырăнта çитĕннине асăрханă.

Çирĕк вăрмансенче çитĕнет пулин те, çутта, уçă вырăна ытларах юратать. Çавна май вăл Мăн Шетмĕн çыранĕнче çулсеренех вăй илсе пырать. Вăрăран та, касса лартнă туратсенчен те çитĕнет вăл. Тымарланнă йывăç çав тери хăвăрт, çу каçиччен икĕ метр çÿллĕшех çитĕнет. Çÿллĕшĕпе те вăл ытти йывăçсенчен юласшăн мар, вăтăр метр таран çĕкленнисене те курма пулать. Çитĕннĕ йывăçсен вуллин хулăнăшĕ çур метртан та иртет. Çак йывăçăн ĕмĕрĕ те кĕскех мар, 100—150 çул пурăнать вăл. Çуркунне çитнĕ май, çирĕк пур йывăçран та малтан, çулçă кăлармасăрах чечеке ларать. Вăррисем кĕркунне кăна йĕкелсенче пулса çитеççĕ. Йĕкел хупписем сарăлсан, çунатлă мăйăрсем, тухса ÿксе, çилпе чылай инçене вĕçсе кайса саланаççĕ. Нÿрĕ вырăна ÿксе шăтса тухаççĕ, çĕнĕ хунавсем параççĕ.

Сивĕрен хăрамасть вăл. Çĕр çинче вăтăр ытла тĕрлĕ çирĕк пуррине палăртнă. Çирĕк вулли çирĕп, пиçĕ. Хуппине сÿсе илсен, йывăç вулли хăйĕн тĕсне улăштарать, шурăран хĕрлĕ тĕслĕ пулса тăрать, типсе çитсен илемлĕн кĕренленет. Çÿлелле çĕкленнĕ май, вулă çинчи аялти туратсем хăрса хуçăлса тăкăнаççĕ. Çавна май вăл яштакан та илемлĕн курăнать.

Унран пахалăхлă фанер хатĕрлеççĕ, хитре сĕтел-пукан ăсталаççĕ. Çут çанталăкра çирĕкĕн пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Юхан шыв çыранĕсене вăл ишĕлесрен шанчăклăн сыхлать. Унăн мăйăрĕпе хĕл каçма юлакан чылай вĕçен кайăк тăранса пурăнать.

Халĕ эпир вутă пĕлтерĕшĕ çинчен мантăмăр. Хăй вăхăтĕнче çирĕк вуттине питех те хакланă. Çуннă чухне вăл тĕтĕм сахал кăларать, хĕрÿлĕхĕ пысăк унăн. Çирĕк тĕтĕмĕнче тытни сысна пĕççин ашне, пулла уйрăмах тутлă тутă парать.

Кĕркунне çитнĕ май, çирĕк çулçисем тăкăнма васкамаççĕ, сивĕ çанталăксем пуçлансан кăна симĕс тĕспех татăлса ÿкеççĕ.

Упрар çирĕке, ытти йывăçсем пекех, вăл хитре те усăллă, хисепе тивĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика