АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Масар çинче

23 октября 2009 г.

 

Паян çимĕк. Çимĕкре чĕррисем масар çине каяççĕ, вилнисене асăнаççĕ. Ку масар çывăхри ялта чиркÿ ĕçлеме пуçланă çул вилнисене йышăнма тытăннă. Халь чиркÿн тĕсĕ-йĕрĕ те юлман. Масар çинче те пушă вырăн çук. Кивĕ масар теççĕ ăна. Юнашарах çĕнĕ масар уçрĕç. Пĕлтĕр Якура çавăнта пытарчĕç.

— Пурăнмаллискерччĕ те, — терĕ Якурпа туртуллă Анихвес, ассăн сывласа ярса.

— Ăхă, — тавăрчĕ ăна Глафира.

Якур йăмăкĕ Шупашкарта общежитинче Глафирăпа пĕр пÿлĕмре пурăнчĕ. Якур ерçÿ вăхăтра унта кайса çÿрерĕ. Çавăрăнăçуллă хĕр унăн чунне тÿрех тыткăнларĕ. Йăмăкĕ пиччĕшне “унпа ан та çыхлан”, — терĕ-ха. Юратса пăрахсан, тăмана ÿхлетни те шăпчăк юрланă пек туйăнать. Çĕр улми лартнă тĕлелле Якурпа Глафира мăшăрланчĕç.

Виçĕ çул патне пĕрле выртса тăрса пурăнчĕç вĕсем — ачаллă пулаймарăç. Выртасса та ĕнтĕ юнашар пăрахса янă икĕ вут сыппи пек выртмарĕç. Çапах та:

— Мана çак япала йăлăхтарса çитерчĕ, — терĕ пĕррехинче Якура Глафира.

Якур Мускава ĕçлеме кая-кая килчĕ. Вăл çук чух Глафира патне кĕрсе тухнă арçынсем куç умĕнчех мар пулин те: “Глафирăшăн Якур кастарнă така анчах”, — текелерĕç.

Вăл кун Якур мунча хăех хутрĕ. Глафира, тĕрлĕ сăлтавсем тупса, унпа пĕрле мунча кĕме каймарĕ. Вăхăт савăнăçлă ирттĕр тесе Якур кÿршĕре кил урлă пурăнакан, арăмĕнчен уйăрăлнă Йăкăната чĕнчĕ. Лешĕ, кăна кĕтнĕ пекех, хаваспах килĕшрĕ. Икĕ кÿршĕ çапăнчĕç, çăвăнчĕç, ĕçрĕç. Ÿсĕр Якур урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Йăкăнат ăшши пачĕ те мунчаран хăвăрт тухрĕ.

— Çывăртăр-иç. Сивĕ мар, — пĕлтерчĕ вăл Глафирăна.

Ку сăмахсем Глафирăшăн ниме те пĕлтермерĕç.

Тепĕр кунне Якур вилни çинчен пурте пĕлчĕç. Пĕрисем: “Сывлăхĕ хавшанă”, теприсем: “Глафирăпа Йăкăнат пĕр каварлă пулнă”, — терĕç. Кастарса килнĕ кунах Якура пытарчĕç.

Арсăр арăм йÿççине тăлăх хĕрарăм çеç пĕлет. Яла таçтан газ кĕртме килнĕ арçын Глафира патне киле кĕнĕ пек пулса пурăнчĕ. Уйăхранах ун хыççăн арăмĕ çĕмĕрттерсе çитрĕ.

Масар çине Глафира кăкăрлăхĕ витĕр курăнакан пурçăн кофтăпа, пĕрмечеллĕ юбкăпа килчĕ. Килтенех хĕрсе тухнăскер пĕр сывлăш çавăрмасăр пĕр стакан эрех ĕçнипех ÿсĕрĕлсе кайрĕ. Ытлашши калаçрĕ, ахăлтатса кулса масар шăплăхне сирчĕ. Тулли кăкăрлă,чăмăр шăмшаклă çамрăк хĕрарăма асăрхакансем пулчĕç.

— Павлик, — терĕ ăна ун умне пырса тăнă хĕрĕнкĕ хурарах арçын.

Хăйсем ăçтине манса кайсах, пĕр-пĕрне тахçантанпа пĕлнĕ пек тыткаларĕç вĕсем. Хурарах арçын Глафирăна çупăрласа илчĕ, чуп тума тытăнчĕ. Унăн пĕрмечеллĕ юбки çĕкленчĕ. Çара пĕççисем, сирень тĕслĕ плавкийĕ курăнчĕç. Арçын алли…

Çывăхри масар тăпри патĕнче тăракан кинеми:

— Турăран хăрасчĕ. Вилнисенчен вăтанасчĕ, — мăкăртатса илчĕ.Тарăхнипе тьфу! тесе сурчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика