АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçăлса кĕчĕç...

23 октября 2009 г.

 

Мĕтри пÿрчĕ хăна-вĕрлепе тулнă. Савăлпа çапса хĕстернĕ пекех тус-тăванĕсем. Çав йышра ватти-вĕтти те пур. Акă, Караç кÿршĕллĕ ялтан — Кĕрекаçран — çитнĕ. Мăшăрĕпех. Тулли сăн-питлĕ Евруçа пăхса ытарайми. Йăл кулăпа çеç вылять сăн-пичĕ. Сăмах çăмхине сÿтме те маçтăр. Юррипе ташши те ытарайми.

Юбилей Мĕтрин. Утмăл çул тултарчĕ-çке. Мĕншĕн-ха савăнас мар. Ĕçмелли-çимеллине сĕтел туллиех хатĕрленĕ. Ку тĕлĕшпе Мĕтрин мăшăрне — Уринене — ырламалла. Хăна-вĕрле валли така пусса шÿрпе пĕçернĕ. Шашлăк хатĕр.

Мĕтрин сĕтел хушшинче çывăх тус-тăванĕсемпе пĕрле Хĕветĕр те вырнаçнă. Аллă çул урлă каçнă вăл. Авланман. Амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Мĕншĕн çемье çавăрман-ха Хĕветĕр? Кăна кил хуçи — Мĕтри кăна пĕлет. Вăрттăнлăхне уçса парар.

Хĕветĕр Кĕрекаçри Евруçа куç хывнă. Караç чухламасть-ха çакна. Виçĕ çухрăмри Кĕрекаçа час-часах хутлать Хĕветĕр. Çуран та, çăмăл автомашинăпа та… Акă, пĕррехинче çурхи лăпкă каç, Евруçсен ялне çитрĕ Хĕветĕр. Çăмăл автомашинăпах. Караçпа Евруç туй шыльăкра пулнă иккен. Караç самаях хĕрнĕ те пикенсех хуп турттарать. Чÿречерен хуллен шаккарĕ Хĕветĕр. Виçĕ хутчен. Евруç çав сигнала паçăрах кĕтнĕ. Хĕрнĕ халăх юрă хыççăн ташша тухрĕ. Мĕтри пуçласа пачĕ ăна. Хăйпе пĕрле мăшăрне те ташă картине кăларчĕ. Караç ташлама-и?.. Сĕтел хушшинчех пуçне пĕкрĕ. Ытларах ÿпĕнтерчĕ-çке шĕвекне. Мĕтри тата темиçе арçын урисем çинче тăрайман Караçа верандăна çавăтса тухса вырттарчĕç. Çакна çеç кĕтнĕ-мĕн Хĕветĕр. Хусах ыттисемпе танах ташă картине пĕрлешрĕ. Намăса пĕлме-и? Евруçа та çавăнта çавăтса тухрĕ. Хĕветут тарлă çамки çинчен мансах хут купăса тăсрĕ.

— Евруç, атя уçăлса кĕрер, — куç хĕсрĕ Хĕветĕр. — Атя…

Уçăлса кĕчĕç вара…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика