АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каснă-лартнă сан пекех...

23 октября 2009 г.

 

Ялтан Шупашкара çÿреме меллĕ халь. Автобус çÿрет. Энтри яланхиллех ирпе чарăнăва тухрĕ. Канмалли куна амăшĕ патне килнĕччĕ вăл. Пĕр-пĕчченех пурăнать-çке Варвари. Упăшки çĕре кĕнĕренпе çулталăк çитрĕ. Кил-хуçалăхра пулăшу кирлех. Ывăлĕ — Энтри — Шупашкарта. Кунта унăн хăйĕн çемйипе хваттерĕ. Хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтернĕ мăшăрĕпе.

Канмалли кун ахалех лармарĕ Энтри. Анкартинчи люцернăна çавапа çулчĕ. Çанталăкĕ шăрăх тăнине пула курăк хăвăртах типрĕ. Каç пулттипе пуçтарса та кĕртрĕç амăшĕпе.

Энтри Шупашкара пуçтарăнчĕ. Каçхи рейспа Шупашкара çитесшĕн. Автобус чарăнăвне çитрĕ вăл. Кĕçех Уйкас Кипек енчен сарă автобус çитмелле. Хăвăртах килчĕ.

Энтри салона кĕме хатĕрленчĕ. Вырсарни кун пулнă май Энтри пекех хуларан килнисем татах пур. Акă, Энтрипе çума-çуммăнах чипер сăн-питлĕ хĕрарăм.

Автобусра та юнашарах вырнаçрĕç вĕсем. Сарă хĕрарăм Лисук ятлă. Энтрисен ялĕнчен мар-ха. Кÿршĕллĕ Алманчран. Кукамăшĕ патне килсех çÿрет. Хальхинче те ватă патĕнче пулнă.

Чылай вăхăт шăпăртах пычĕç-ха вĕсем. Нихăшĕн те сăмах тупăнмарĕ-ши? Янкас тĕлĕнче сарă хĕрарăм тÿсеймерĕ. Энтри çине кăвак куçĕсемпе ăшшăн пăхрĕ те, йăл кулăпа сăмах хушрĕ.

— Энтри, пирĕн йыш хушăнчĕ. Ывăл çуратрăм эпĕ. Каçар та, каснă-лартнă сан пекех. Упăшкана систермен кун пирки, — вĕри аллисемпе арçынăн аллисене чăмăртарĕ Лисук. — Энтри…

Энтри шухăшсен хумне путрĕ. Яланхиллех пĕр шăмат кун кукамăшĕ патне килнĕччĕ Лисук. Утă вăхăчĕччĕ. Анкартинче ĕçлетчĕç кукамăшĕпе. Ухлĕм курăкĕ пысăках мар лаптăкра. Лисук пĕчĕк купасенчи утта лăпăпах сарайне çĕклерĕ. Çамки çине пăчăр-пăчăр тапса тухнă тар пĕрчисене те асăрхаймарĕ тейĕн. Ĕшенчĕ кăштах. Тепĕр купа çеç юлнăччĕ çĕклемелли.

Шупашкартан пралукпа таврăнакан Энтри асăрхарĕ хĕрарăма. Чĕри кăлт! кăлт! тапрĕ унăн.

— Эх, епле илĕртÿллĕ хĕрарăм утать, — ытараймасăр сăнарĕ арçын хĕрарăма. — Вĕчисем мĕне тăраççĕ…

Лисукпа Энтрин куçĕсем хире-хирĕçех тĕл пулчĕç. Пĕр вăхăт шарламарĕç-ха иккĕшĕ те.

— Энтри эпĕ… Вырăсла тен, Андрей тесен те пăсмĕ. Хуларан таврăнатăп вĕт, — сасси чĕтренине пытараймарĕ Энтри. — Пулăшмалла мар-и?..

Пулăшрĕ Энтри. Лисукăн кукамăшĕ те хĕпĕртерĕ çавăншăн. Арчаран “Улыбка” хĕрлĕ эрехе туртса кăларчĕ.

— Энтри, атя пĕрер черкке хурар. Ырă ĕçшĕн сыпма та кăмăл пур манăн, — черккене пушатрĕ Лисукăн кукамăшĕ, çитмĕлти Вĕçелис. — Тавах, сана…

Нумай кирлĕ-и ватă çынна. Хĕрнĕ Вĕçелис туххăмрах вырăн çине тÿнчĕ.

— Лисук, каçар, тархасшăн… Сана кÿрентернĕшĕн каçар! Çавах та ывăл çуралнăшăн савăнатăп, — хăюлланнă арçын хĕрарăма пилĕкĕнчен çупăрларĕ. — Мухтавлă ывăл çитĕнтĕр.

Шупашкара çитичченех хуллен шăкăлтатса пычĕç Энтрипе Лисук. Малашне те пĕрле тĕл пулма калаçса татăлчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика