АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлсан тин килнĕ ăс

20 октября 2009 г.

 

(Атте аса илĕвĕ)

Çапла, иртнĕ саманан ырă енĕсем иксĕлми пулнă. Халь ĕнтĕ эпир вĕсене аса илсе ахлатса кăна çÿретпĕр. Çав вăхăтри чи лайăх пулăм вăл — ĕçсĕрлĕх çукки. Колхозсемпе совхозсенче вара пурин валли те ĕç çитнĕ. Алла пуртă тытма пултаракансене валли кунта платниксен бригадине йĕркеленĕ. Ял хуçалăхĕнче платниксем вăл вăхăтра хаклă çынсем пулнă. Выльăх-чĕрлĕх усрамалли витесем пурте йывăçран. Тырă упрамалли кĕлечĕсем те çавăн пекех. Витесем вунă çул ларнă хыççăн хавшама пуçлатчĕç, юсав ĕçне ыйтаççĕ е çĕнĕрен тумалла. Çапла вара платниксен бригади нихăçан та ĕçсĕр ларман.Пирĕн Тракри ял хуçалăх предприятийĕнчи платниксен бригадине Çтаппан ертсе пыратчĕ (ятне улăштарнă). Маттур, ĕçе йĕркелеме пултаракан çынччĕ. Бригадăри çынсем вăл мĕн каланине итленĕ, пурнăçланă.Анчах та Ленинăн хĕрлĕ субботникĕнчен юлнă йĕркепе, кашни ир те каç та пĕрер черкке çуттине пушатассинчен иртмен.

 

Сăлтавне те тупнă çав: унсăр ал лармасть, ĕç ăнмасть, тетчĕç. Çак йĕркене çулла та, шартлама хĕлле те пурнăçланă. Яланхиллех шурă эрех пушатнă. Виç çынна пĕрер кĕленче, тепĕр майлă каласан, “сăмсаран” пĕрер тенкĕ. Эрехĕ çулла çанталăкпа пĕр каварлă, сывлăш температурипе пĕр шайра. Хĕллехи сивĕре пăр янă пекех сивĕччĕ. Бригадирăн сăмахĕ çирĕп, “шурă эрехĕн хăвачĕ хĕрĕх градус, вăл сивĕрен хăрамасть, ăна ăшăтмасăрах ĕçмелле”, тетчĕ.

Çапла тунă та, пыр ярăннă чухне ăшăтса тăма вăхăт çук (çав кампанипе эп хутшăнсах кайман, паллах). Çулсем иртнĕ май, кашниех пурнăç çине урăхларах пăхатпăр. Пенси те илме пуçларăмăр, çитмĕл урлă та каçрăмăр. Хуçалăхри платниксен бригади те тахçанах арканса кайнă. Анчах платниксен бригадирĕпе нихăçан та туслă çыхăнăва çухатман…

Пĕррехинче район центрне хăпаратăп та Çтаппана тĕл пултăм. Тунсăхланă вăл мансăр.

— Айта, тăванăм, сансăр кичем. Ман пата кĕрсе тухар-ха, — тет.

Пĕчченех пурăнатчĕ вăл ун чухне. Кил-çуртра йĕркеллĕччĕ. Сĕтеле кирлĕ шая çитернĕ хыççăн пĕрер черкке пушатрăмăр. Халь ĕнтĕ шăмшак та çемçелчĕ, чĕлхе те “ирĕке” кайрĕ. Бригадăра пĕрле ĕçленисене аса илтĕмĕр.

— Ухмах пулнă çамрăк чухне, — терĕ Çтаппан. — Шурă эрехе те хĕлле ăшăтса ĕçмелле пулнă, эпир ăна сивĕллех пушатнă…

Тепĕр икĕ-виçĕ çултан Çтаппанпа татах тĕл пулма тÿр килчĕ. Ытараймарăм унăн ырă кăмăлне, хăнана кĕрсе тухмах ыйтрĕ те. Эрехсĕр вăл нихăçан та пурăнман, саппасра яланах тытнă. Ларатпăр çапла тулли кĕрекере. Иксĕмĕрĕн те черккесем туллиех. Пĕр-пĕрне сывлăх сунса, черккесене çĕклерĕмĕр. Пуш черккене сĕтел çине лартатăп та алла çимелли тытатăп. Çтаппанăн черкки пушанман, туллиех ларать.

— Ухмах пулнă çамрăк чухне, — тет çакскер. — Ним тума та кирлĕ пулман пире эрех. Çăмăлттайпа кăна ĕçнĕ эпир ăна, — вĕçлерĕ вăл хăй сăмахне.

Ватăлсан тин ăс кĕрет иккен çынна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика