АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Консультаци пункчĕ уçăлчĕ

20 октября 2009 г.

 

Октябрĕн 15-мĕшĕнче райцентрти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра консультаци пункчĕ уçăлнă. Вăл Чăвашсен регионти “Раççейри юристсен ассоциацийĕн” уйрăмĕпе “Чăваш Республикинчи наци библиотеки” патшалăх культура учрежденийĕн килĕшĕвĕ тăрăх, ĕçлеме пуçлать. Унăн тĕллевĕ халăха социаллăправо ыйтăвĕсене анлăрах ăнлантарма пулăшасси пулса тăрать.

 

Консультаци пункчĕ уçăлнă май пухăннисем умĕнче райцентрти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн директорĕ С. Никитина сăмах илнĕ. Светлана Александровна пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал пунктсем республикăри 23 библиотекăра халăха йышăнма тытăнĕç, вĕсене кулленхи пурнăçра интереслентерекен ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем парĕç. Кунта çынсем право, пенси, пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă тата ытти ыйтусем çине те хуравсем илĕç.

Асăннă мероприятире районти яваплă органсен ертÿçисем тата специалисчĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисем умĕнче район прокурорĕн пулăшаканĕ Александр Емельянов тата Галина Ильина нотариус тухса калаçрĕç, ыйтусем çине хуравсем пачĕç. Пĕрремĕш консультаци “Ĕç законодательстви” темипе иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика