АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ кунран çеç каялла çаврăнса çитрĕмĕр

20 октября 2009 г.

 

Пулни-иртни (аса илÿ)

Пурнан пурнăçра тем те курма пулĕ. Редакцинче ĕçленĕ 34 çул хушшинче тĕрлĕрен лару-тăрăва лекме тивнĕ. 1977 çулхи хĕлле, тĕрĕсрех февралĕн 25—27-мĕшĕсенче пулнăччĕ-ха ку.

 

Ир-ирех çанталăкĕ хитреччĕ. Нарăс сивви çеç пит-куçа, хăлхасене чĕпĕткелесе илетчĕ. Çав кун Мăн Шетмĕне районти чылай вăйлă йĕлтĕрçĕсем пухăннăччĕ. Ĕç коллективĕсемпе шкулсенчен, ытти хуласенчен. Вĕсем пурте йĕлтĕрпе чупса хамăр районти пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройĕ, Мăн Шетмĕре çуралса ÿснĕ Владимир Васильев ячĕллĕ призсене çĕнсе илессишĕн тупăшма килнĕ. Йĕлтĕр трассине Мăн Шетмĕри вăтам шкул хыçĕнчи çырма-çатраллă вырăнпа хывнă. Калас пулать, вăл çăмăл трасса мар, паллах. Куллен çиччĕмĕш тар тухиччен тренировкăсенче чупса опыт тата вăй пухнисем çеç унта çитĕнÿ тума пултараççĕ. Малтанах кĕçĕн ушкăнри хĕр ачасемпе арçын ачасем вăй виçрĕç. Кăнтăрла çитеспе 10 километрлă дистанцие аслă классенчи арçын ачасемпе ĕç коллективĕсемпе тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенчен килнĕ (вĕсем унччен Мăн Шетмĕри вăтам шкултан пĕлÿ илсе тухнă — автор) каччăсемпе арçынсем ăмăртăва кÿлĕнчĕç. Çавăн чухне Мăн Шетмĕри вăтам шкулта вĕренекен Веня Григорьев чăн-чăн пултарулăх кăтартрĕ. Стартран дистанцие 19-мĕш ăсанса вăл пĕрремĕш çаврăмрах (5 километр) чылай йĕлтĕрçĕсенчен иртсе килсе, иккĕмĕш çаврăма ăсанчĕ. Ун чухнех юр çийĕн кăшт кусăрка юхтаратчĕ, çанталăк пăсăлма тытăнчĕ. В. Григорьев финиша пĕрремĕш çитрĕ. Вăл çул Веня спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарчĕ. Шел, çар службине Польшăра ирттерме тивнине пула, вăл унта йĕлтĕр çине тăма пултарайман. Каярахпа тата хăй те çар вĕрентĕвĕнче хытах суранланнă, çавна май ăна 6 уйăхранах, комисси витĕр кăларса , киле янă. Питĕ шел…

Аса илÿсен хумне путнă май, ăмăрту кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ вăхăтра çил-тăман вăй илме тытăннăччĕ. Эпир, судьясен ушкăнĕ апатланнă хушăра çанталăк пăтрансах кайнăччĕ ĕнтĕ. Васкавлăн çăмăл автомашина çине вырнаçрăмăр. Çил-тăман çавăрттарать çеç. УАЗик кантăкĕсенчен нимĕн те курăнмасть. Çул çине самаях шăлса лартнă. Автомашина валли кĕреçепе çул уçса пыма тытăнтăмăр. Çапла аран-аран Мăн Шетмĕ плотини варрине çитрĕмĕр. Çакăнта пирĕн çул пÿлĕнчĕ: çăмăл автомашина ни малалла, ни каялла урăх утаймарĕ. Ăна унтах лартса хăварма тиврĕ. Ирĕксĕрех пĕрисен (эпир тăваттăнччĕ: Руслан Мефодьев — районти спорткомитет председателĕ, Володя Борисенок — “Урожай” ирĕклĕ спорт общество председателĕ, эпĕ — “Ял пурнăçĕ” хаçат фотокорреспонденчĕ тата Слава Петров, халĕ вăл “Траки” управляющи компани” пĕрлешÿ директорĕ) Мăн Шетмĕри вăтам шкул общежитийĕнче, теприсен Мăн Шетмĕри участок больницин тĕп врачĕн В. Чернорубашкин хваттерĕнче вырăн тупса, çĕр каçма тиврĕ.

Тепĕр кун ирхине тăтăмăр та тулта çаплах асар-писер çил-тăман çавăрттарать. Кăнтăрла тĕлнелле çанталăк кăшт лăпланĕ-ха тесе кĕткелерĕмĕр. Анчах кăлăхах. Района, редакцине темиçе хут та телефонпа шăнкăравласа пăхрăмăр. Шел, темле тăрăшсан та çыхăну йĕркелеме май килмерĕ, телефон ĕçлемест. Çанталăк юсанасса кĕтни усăсăр, мĕн тумалла??? Пĕрле канашласа пăхрăмăр та çапла йышăнтăмăр: Вăрнар-Шупашкар автотрасса çине тухмалла. Унта хăть мĕнле те пулин транспорт пулать пулĕ, райцентра паян çитмеллех. Хайхисем, кĕрт тăрăх ашса, çăмăл мар çула тухрăмăр. Мăн Шетмĕ пĕви варринче лартса хăварнă пирĕн çăмăл автомашинăн тăрри кăшт çеç курăнса тăрать, ăна юр хĕвсе лартнă. Хайхискерсем, пит-куçсене унтан та кунтан хуплакаласа, Инçет Çурçĕрти пек малалла тапаланатпăр. Мĕн тума ларса тухрăм-ши? шухăш пуçа пăталамаллипех пăталать. Килтисем те, ĕçре те хыпкаланаççĕ, ăша çунтараççĕ пулĕ… Утма кансĕр. Çапах та утсан-утсан Вăрнар — Шупашкар автотрасса çине тухкаларăмăр. Пĕр вăхăт автобуса кĕтсе тăтăмăр. Анчах мĕн усси… Шăнса тăни çеç. Йĕпремри сĕт-çу комплексĕнчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çуртĕнчен хăйă çути пек çутă курăнса кайрĕ (Ун чух ăна туса пĕтерейменччĕ-ха — автор).

— Айтăр, кĕрсе пăхар, тен, йышăнĕç, çĕр каçма ярĕç, — сĕнчĕ тахăшĕ.

Çавăнталла çул тытрăмăр та. Кунта вăл вăхăтра строительсем ĕçлетчĕç, шалти стенасене штукатурка тăваççĕ-мĕн. Вĕсене илме автобус килменнипе хайхисем кунтах çĕр выртма юлнă. Пире те тепĕр каç ют çĕрте ирттерме тиврĕ. Вăт çанталăк, пĕрре картран тухса кайсан, вăл часах лăпланма пĕлмест иккен. Икĕ каç унта-кунта çĕр каçнă хыççăн ирпе ирех Вăрнар — Шупашкар шоссе тăрăх Красноармейскине каякан çул кукрине васкарăмăр. Пĕр çичĕ сехет тĕлне унта утса çитрĕмĕр те автобуса кĕтме пуçларăмăр. Анчах… Вăхăт шăвать, автобус вара çук та çук. Пирĕн ĕçе çитмелле вĕт. Капла кĕтсе пулмасть тесе, шоссепе çуран райцентр еннелле таплаттартăмăр. Пĕр икĕ çухрăм кайсан, хайхи Шупашкар — Красноармейски маршрутлă автобус пире хуса çитсе лартрĕ.

Çапла виççĕмĕш кунне çеç эпир Красноармейскине çитрĕмĕр. Çав вăхăтра унта пире шыраса хăшкăлнă. Тĕслĕхрен, анне мана шыраса ĕçе пырса кайнă. “Вилли хăть ăçта выртать-ши?” — тесе макăрать тет хăй. Чăн та, харпăр хăй ачишĕн чĕре çунатех ĕнтĕ. Вăт çапла, 1977 çулта йĕлтĕрпе чупса В. Васильев призĕсене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăрту нумайлăха пирĕн асра юлчĕ.

Пĕтĕмлетсе калани.

Вăл çулсенче асăннă ăмăрту ытларах Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕнчи физкультура учителĕ Э. Г. Филипповпа ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ В. А. Семенов тăрăшнипе иртетчĕ. Шел, ку ырă йăла асăннă хастарсене вырăнтан тата районтан пулăшманнипе сÿнсе ларчĕ. Пирĕн районта пĕртен пĕр Совет Союзĕн Геройĕ. Унпа Трак енсен тивĕçлипе мухтанмалла çеç мар, ăна яланах сума суса, В. Васильев ячĕпе çĕнĕрен ăмăртусем ирттерме пуçласчĕ. Çакă хамăрăн паттăр ентеше эпир чăннипех асра тытнине, ăна манманнине çирĕплетĕ те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика