АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах сиплет, сыватать

20 октября 2009 г.

 

Сахалтан та пĕр хĕрĕх çул каялла район центрĕнчи тĕп сывату çуртне сывлăха çирĕплетекен справка илме кĕмелле пулчĕ.

Çав çулсенче амбулатори д уйрăмĕ хальхи тĕп аптека вырăнĕнчи йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Пĕр хутлăччĕ вăл. Эп унта çитнĕ чух регистратура умĕнче черетре сахалтан та çирĕм çын тăрать тесе кам шутланă? Вăл вăхăтра та чирлекен çынсем сахал пулман иккен. Пăхатăп те черетре Юлия Ивановна, ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ çĕр сиплевçи-агроном тăрать. Унăн ывăлĕпе эпир пĕр класра вĕреннĕччĕ. Вăл самаях çулланнă çынччĕ ĕнтĕ. Çав çулсенче ял хуçалăхĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ çынсем сахал пулнă. Тĕлĕнмелле анлă тавра курăмлă çынччĕ вăл. Вĕсем мăшăрĕпе йышлă ача-пăча çитĕнтернине лайăх астăватăп. Çакна палăртма кăмăллă: ачисем кашниех аслă пĕлÿ илнĕ тесен те юрать. Вĕсен хушшинче наука кандидачĕн ятне тивĕçни те пур.

Тăратпăр çапла регистратура умĕнче. Черечĕ питĕ вăраххăн шăвать. Пирĕн çума райцентрта пурăнакан Евграф Порфирьев пырса тăчĕ. Çынсемпе калаçма, шÿтлеме ăстаччĕ вăл. Акă Юлия Ивановнăпа иккĕшĕн хушшинче ăшă калаçу пуçланчĕ.

— Юлия Ивановна, — тет Якрав, — эсир çулсен шутне кура мар çамрăк курăнатăр. Сирĕн пит çăмарти çинчи хĕрлĕ пăнчăсем сире çамрăклатаççĕ, илем кÿреççĕ. Пăхатăп та сирĕн сăн-питре нимĕнле пĕркеленчĕк те курăнмасть. Маттур эсир, хăвăра упрама пĕлетĕр. Çамрăк чухне сирĕнпе тĕл пулмалла пулнă та, халь иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Мĕнле сăлтавпа килтĕр çак çурта? — тĕпчет Якрав.

Пуç ыратнине сисе пуçларăм, — терĕ Юлия Ивановна. — Врач патне кĕрсе тухма кăмăл çуралчĕ.

Ăшă калаçу малалла тăсăлать, черет те кĕскелсе пырать.

— Те сирĕн сăмахсем ăша выртрĕç, пуç ыратнине пачах та сисме пăрахрăм. Врач патне кĕрсе чăрманас та мар пуль, — терĕ çĕр сиплевçи.

Çак сăмахсем хыççăн вăл черетрен тухрĕ те Якравпа иккĕшĕ урама уçă сывлăша тухрĕç.

Çулсем иртрĕç пулин те çак калаçу, тĕл пулу паянчченех куç умĕнче, асра.

Çакăн пек ăшă калаçусем çитмеççĕ пулас пире пурнан пурнăçра. Сăмах сиплет, сыватать, çакна пĕр самант та манас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика