АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Семинар-канашлусем пуçланчĕç

20 октября 2009 г.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче районти судра, кăçалхи ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, иккĕмĕш çур çулхи вĕренÿ семинарĕ пуçланчĕ. Ăна федераллă судьясем, миравай судья тата судсенче ĕçлекен специалистсем хăйсем хушшинче ирттереççĕ. Чылай темăсем саккунсене, суд практикине, суд ĕçĕнчи инструкцисене вĕренессипе çыхăннă.

Иккĕмĕш çур çулхи пĕрремĕш занятире вара сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕн тухтăрĕ З. З. Баранова “Çынна пĕрремĕш пулăшу парасси” темăпа коллектив хушшинче калаçу ирттерчĕ. Райбольница ĕçченне заняти ирттерме чĕнни мĕнпе çыхăннă-ха?

Суд ларăвĕ пынă вăхăтра нуша, вăрланипе тăкак курнисем (сăмахран, 2 вăкăр вăрласа кайнă, 50 пин тенкĕ тăрать — автор) иртнине аса илсен, вĕсен юн пусăмĕ ÿссе кайнă, хăйсене япăх туйма пуçланă тĕслĕхсем те пулнă. “Пĕрре-мĕш пулăшăва” пĕрремĕш номерлĕ суд участокне чĕннĕ.

Зоя Зиновьевна семинара пухăннисене пулма пултаракан кашни чир-чĕртен пĕрремĕш пулăшу памалли мелсем пирки тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ, чылай ыйтусене хуравларĕ.

Район сучĕн администраторĕ Л. Журавлев хăрушсăрлăх техники, пушартан, инкек-синкекрен хÿтĕлесси пирки каласа пачĕ. Пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе усă курма вĕрентрĕ. Заняти пысăк активлăхпа иртрĕ.

Семинар-канашлусем пуçланчĕç

И. ЕФИМОВ, суд председателĕн пулăшаканĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика