АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тележурналисчĕсем районпа интересленеççĕ

20 октября 2009 г.

Чăваш тележурналисчĕсем районпа интересленеççĕ

 

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Трак енре Чăваш телевиденийĕн пултарулăх ушкăнĕ пулчĕ.

Алена Алексеева журналистпа Владимир Сергеев телеоператора малтанах район пуçлăхĕ С. А. Николаев йышăнчĕ, тăван районăн 75 çулхи юбилейне хатĕрленес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ.

Унтан пултарулăх çыннисем “Заволжский” клуба çитрĕç, кунти Жанна Михайлова ăстаçă ертсе пыракан “Рукодельница” тата “Пÿрнеске” кружоксен ĕçĕ пирки телесюжет хатĕрлерĕç. Малалла вĕсем халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче правăна сыхлакан органсен ветеранĕпе Г. Сергеевпа тĕл пулчĕç. Геннадий Сергеевич ветерансен хорĕпе халăх театрĕн ĕçне яланхиллех активлă хутшăнать. Яманак ялĕнче вара телевидени ĕçченĕсем йывăçран тĕрлĕ япала ăсталакан маçтăрпа Петр Иванович Ивановпа курнăçрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика