Шупашкар урамĕсемпе 14-мĕш номерлĕ маршрутлă троллейбус пĕр тикĕссĕн пырать. Çуртсемпе йывăçсем мĕлт те мĕлт! туса юлаççĕ. Акă пирĕн троллейбус Тĕп пасар умне çитсе чарăнчĕ. Кунта чылай халăх тухрĕ, кĕрекенсем те сахалăнах мар. Кашниех пĕр-пĕринпе тем пуплет, сăмахлать эппин. Кĕç алăксем хупăнчĕç те троллейбус малалла çул тытрĕ.
— Эй, “Акатуя” кĕрес тенĕччĕ, пулмарĕ, — хыпăнса ÿкрĕ анчахрах кĕнĕ пĕр хĕрарăмĕ, пĕрле çула тухнă ватăрах кинемее “Акатуй” магазин еннелле кăтартса. — Васканипе мансах кайнă. Пĕр пулштух илсе тухмаллаччĕ. Тепĕр чарăнура анса юлас пуль. Унтан каялла анма инçерех-ха та. Кунта эрехĕ йÿнĕрехчĕ, магазинĕ фирменнăй та…
— Эй, тупнă кулянмалли. Пĕрле килнĕ, пĕрлех каяр. Тепре килсен илетĕн,—лăплантарчĕ хайхискерне лешĕ.
— Ой, тепре тахçан килетĕп, паллă мар. Пăру пустармалла, çавăнпа кирлĕ-ха эрехĕ…
— Сăмакун пулĕ-ха кăшт… — интересленчĕ юлташĕ.
— Çук çав. Сăмакун тума пăрахни 10—15 çулах çитет пуль. Кун пирки ят та илтсеччĕ. Пĕрре çапла Леш касри Манькă пирĕн пата каçрĕ. Мана хăналасшăн-мĕн. Сăлтавĕ-мĕнĕ пулнă тăр. Тем тума пулăшнăшăнах пуль, ахалĕн пулас çук. Хайхискерсем виççĕн — эпĕ, мăшăрăм тата вăл — пĕр кĕленче сăмакуна пушатрăмăр. Калаçкаласа самаях ларса кайнă. Улах ĕçкинче пĕр-пĕрне тав тусах ÿпĕнтернĕ. Кăшт пуçа кайрĕ пулмалла та хăнана ахаль кăларса ярас килмерĕ. “Манăн çавăнта пĕр пулштух илсе лартни пурччĕ”, тесе шурă эрех кăларса лартрăм.
— Эй, капла хакла ларать. Килте туни çук-им? — интересленчĕ хайхи хăна.
— Çук. Юхтарма пăрахни 10 çул ытла ĕнтĕ, — тĕрĕссине пĕлтертĕм Манькăна.
— Эсĕ кахал. Кахал хĕрарăм эс, — вăрçма пуçларĕ хайхискер мана, старик умĕнче самаях намăслантарчĕ.
— Çапла, кахалах çав, — килĕшрĕм эпĕ, манăн унпа тавлашса тăмаллаччĕ-им. Хам мĕншĕн юхтарма пăрахнин сăлтавне уçса пама хăяймарăм. Юхтарăттăм-ха ăна, ĕçлеме ÿркенместĕп эпĕ, хăвах пĕлен, анчах арçынĕ пирĕн çавăн пек-çке. “Ярса пар-ха”, тесе минретсех çÿрет. Пытарса лартсан та шыраса тупать, хăть те епле тĕплĕн пытарса ларт. Çавăнпа тăвас темен. Уншăн, авă, кахал хĕрарăм ята илтме тивĕç пултăм та, — тесе вĕçлерĕ хăй сăмахне çамрăкраххи.
Вĕсене тимлĕн тăнласа пырса, вокзал çумĕнчи чарăнăва çитсе чарăннине те сиссе юлаймарăм. Кĕç эпир троллейбус çинчен анса автостанцинелле çул тытрăмăр.