АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици майорĕ

20 октября 2009 г.

Милици майорĕ

Çак кунсенче вăтăр çул ытла шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ, Чиркÿллĕ Упи ялĕнчи чи малтанхи юрист, тĕрлĕ районсенче шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи пулнă Зиновий Тимофеевич Борисов 85 çул тултарчĕ.

1924 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче Чиркÿллĕ Упи ялĕнче çуралнă З. Борисов. Тимофей Борисовичпа Матрена Ивановнан тăхăр ача çитĕннĕ. Зиновий çемьере виççĕмĕш. Каччă Упи шкулĕнче вĕреннĕ.

1941 çул. Анăçра хĕрсех Аслă Отечественнăй вăрçă пырать. Тăван çĕр-шыв хăрушлăхра. Упири вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕ арçын ачасем хăйсене тарăн пĕлÿ панă учительсемпе сывпуллашаççĕ, вăрăм çула тухма хатĕрленеççĕ. Вĕсем ĕçе вĕрентекен училищăна кайма пуçтарăннă: “тимĕр лаша” Инçет Хĕвелтухăçне çитсе Хабаровск хулинче чарăнать.

Каччăсем хушшинче вун çиччĕри Зиновий Борисов та пулнă. Вăл, тĕреклĕ те сарлака хул-çурăмлăскер, çепĕç кăмăлпа палăрнă. Çакна пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем те, çĕнĕ çĕрти тантăшĕсем те палăртнă.

Вăхăт çитсен Зиновий Амур çинчи хулара салтак шинелĕ тăхăнать. Шалти ĕçсен çарне (ун чухне НКВД) лекет. Кăнтăрла, çĕрле часовой пулса постра тăрать, паллă обăектсене сыхлать. Фронта каякан эшелонсем кунтан тĕрĕс-тĕкел ăсаннишĕн ун тÿпи те пурришĕн савăнать.

Çапла çар службинче çичĕ çул иртсе каять. Çак çĕр çинче ырăпа усал хаяррăн кĕрешнине хăй куçĕпе курать, кам енче пулмаллине аван ăнланать. Мирлĕ вăхăтра темле пулсан та тĕрĕс пурăнакан çын правине хÿтĕлекен органра ĕçлемелле унăн.

1949 çулта çирĕм пиллĕкри каччă салтакран тăван ялне таврăнать. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕшĕн хĕпĕртеççĕ. Йывăр вăхăта чăтса ирттернĕ хыççăн канмалла пек. Анчах ăна Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Пирĕн ентеш патшалăх хăрушсăрлăх комитетĕнче ĕçлеме тытăнать: оперуполномоченнăй тивĕçĕсене пурнăçлать. Фашистла организацисене сутăннă ют çĕр-шыв разведкин агенчĕсене тупса палăртас енĕпе самаях вăй хурать вăл. Çичĕ çул ĕçлет кунта. Каллех ăна унччен пăшăрхантаракан кăткăс ыйтăвах канăç памасть: мĕншĕн çынсем пĕрне пĕри кураймаççĕ.

Тарăн шухăша путать З. Борисов. Çапах кулленхи ĕçре пĕлÿ çитменнине туять вăл. Тăрăшать, малалла ăнтăлать. Шалти ĕçсен министерствин Мускаври аслă шкулне вĕренсе пĕтерет, диплом илет. Çакăн хыççăн милици органĕсенче ĕçлеме кăмăл туни çинчен рапорт çырать, чи йывăр участока яма ыйтать.

1961 çулта З. Борисов милици тумне тăхăнать. Ăна Çĕмĕрле районне кайма сĕнеççĕ. Кунта пирĕн ентеш районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ пулса тăрать. Вăл Çĕмĕрлене киличчен кăна А. Афанасьев милици лейтенантне вăрă-хурахсем тискеррĕн вĕлернĕ. Юратнă мăшăрĕ, ачисем çурма тăлăха тăрса юлнă. Лейтенант ун пекех малтан КГБ сотрудникĕ пулнă. Çĕмĕрле хулинче кăна мар, лăпкă ялсенче те хулигансем алхасса çÿренĕ.

Çак вăхăтра вăл ертсе пыракан пайра кашни сотрудник чунне парса ĕçлесен кăна ăнăçлăх килĕ тесе шутлать З. Борисов. Пуçлăх коллективра яланах çар дисциплини кирлине асăрхаттарать. Вăл йĕркене çирĕплетес, вăрă-хурахсене хирĕç кĕрешес çĕрте тĕрлĕ мелсем шырать.

— Милиционерсем пулмасăр йĕркелĕхе камăн хÿтĕлемелле? Ку пирĕн таса тивĕç пулнă, — тет паян ветеран.

Вун çичĕ çул хушши З. Борисов майор республикăри тĕрлĕ районта шалти ĕçсен пайне пуçлăх пулса ертсе пырать. Хăть ăçта пулсан та хăй ĕçне тĕплĕ тунипе, хăюллă, тавçăруллă пулнипе палăрать. Ахаль-и нумай медальсемпе тав наградисене тивĕçнĕ.

1976 çулта Муркаш районĕнчи Ярославка ялĕнче, шкулта, икĕ çамрăк хĕрарăма пĕр каçрах вĕлереççĕ. З. Борисов пуçлăх хыпар илтсенех вырăна çитет. Тискер ĕçе тĕпчесе пĕлме мĕн пур сотрудниксене ура çине тăратать. Кĕçех Шупашкартан пулăшу çитет. Мăн Сĕнтĕрте çуралса ÿснĕ преступник тĕрмерен тухса тарнă иккен. Чи малтан ăна ярса илеççĕ, каярах — ыттисене.

Манмаççĕ ĕçтешĕсем Зиновий Тимофеевича. Хăй çуралнă, Раççей милицийĕн кунĕсенче саламлă открыткăсем тăтăшах килеççĕ, вăл кун кĕсье телефонĕ тăтăшах шăнкăртатать. Кăçалхи çуркунне вара Упире Муркаш районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн делегацийĕ пулчĕ. Кÿршĕсем кăçал район милицийĕн историйĕпе интереслĕ те пуян содержаниллĕ “Муркаш ен милицийĕ” кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унта З. Борисов ĕçтешĕсемпе пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк вырнаçтарнă, пирĕн ентеш пуçлăхра ĕçленĕ çулсене тĕплĕн çырса кăтартнă. Ăшшăн йышăнчĕ парнене кил хуçи. Халĕ çав кĕнекене типтерлĕ упрать вăл. Асăннă кĕнекере çапла çырнă: "Иван Васильевич милици хĕсметне малалла тăсма Етĕрне районне каять, шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулать. Муркашри йĕрке хуралçисене Зиновий Тимофеевич Борисов (1924 ç. ç., Красноармейски районĕнчи Чиркÿллĕ Упирен ) ертсе пыма пуçлать. Вăл хăйсен тăрăхĕнчи хисеплĕ çемьере çитĕннĕ, тăхăр ачаллă килте. Ялти шкул хыççăн Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Ăна Япони самурайĕсемпе çапăçма тÿр килнĕ. Муркаша киличчен милици майорĕ çичĕ çул Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайне ертсе пынă”. З. Борисов кунта пилĕк çул çурă (28.10.1971—1.06.1977) ĕçленĕ хыççăн пенсие тухать.

Вăтăр çул ытла милици органĕнче ĕçленĕ З. Борисов. Çут çанталăк илемĕпе чи малтан киленнĕ тăван килĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсен варринче хăй вăйĕпе çĕкленĕ кирпĕч çуртра ватлăх кунĕсене ирттерт. Çăмăл мар паян ватăна. Темиçе çул каялла шалкăм çапни çут çанталăка тухса çÿреме те, çынпа чуна уçса калаçма та май памасть. Татьяна хĕрĕ вăхăтсăр, чун-вартан килĕштернĕ мăшăрĕ, ЧР Ял хуçалăх министерствин шутлав пайĕнче тăрăшнă Людмила Федоровна сасартăк пурнăçран уйрăлса кайни те ватлăх çулĕсенчи сывлăхра палăрмасăр юлман-тăр. Юрать-ха Тимофей ывăлĕ пур. Вăл та ашшĕ çулĕпе кайса, шалти ĕçсен органĕсенче 20 ытла çул вăй хурса подполковник званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Халĕ ватăшăн чăн-чăн пулăшуçă. Кермене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Улма-çырла паракан пысăк пахча пур. Утса-чупса çÿренĕ чухне пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси пулман ватăшăн. Ун тилхепине çирĕп тытса пынипе кăна вăл çак кунсен пархатарне курать.

Упи вăтам шкулĕн экологи бригадин, тимур командин членĕсем тăтăшах З. Борисов килĕнче пулма тăрăшаççĕ. Хĕлле ачасем кунта хуралтăсем патне пыракан çулсене юртан тасатаççĕ, çулла шыв кÿрсе параççĕ, пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатма пулăшаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика