16 октября 2009 г.
Акă, çуллахи сезон та вĕçленчĕ. Çăмăл атлетсем хăйсен юлашки стартне Пикшик çĕрĕ çинче ирттерчĕç. Октябрĕн 10-мĕшĕнче кунта кĕркуннехи кросс чупса районта мала тухассишĕн ăмăрту пулчĕ. Вăл “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” акци шучĕпе иртрĕ. Унта 216 çăмăл атлет хутшăнчĕ.
Ăмăрту умĕн спортсменсене Пикшик ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Данилов, “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканаш членĕ, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Аркадий Лебедев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Станислав Егоров, Европа Кубокĕн кĕмĕл призерĕн Сергей Афанасьевăн наставникĕ Эдуард Филиппов ăшшăн саламласа, ăнăçлă стартпа финиш, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыма çирĕп сывлăх сунчĕç.
Кроса чи кĕçĕннисем 1998 çулта тата ун хыççăн çуралнă хĕр ачасем уçрĕç. Ку ушкăнра 500 метра Красноармейскинчи 2-мĕш шкулта вĕренекен Валерия Терентьева чи малтан, 1.35,8 минутра чупса тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Настя Ивановапа (Пикшик) Кристина Мефодьева (Еншик Чуллă).
Ку ÿсĕмри арçын ачасем 500 метрлă дистанципе 2 çаврăм турĕç. Вĕсенчен чи ăнăçлă чупаканни Вячеслав Михайлов (Пикшик) пулчĕ. Унăн вăхăчĕ — 3.27,4 мин. Алексей Герасимовпа (Мăн Шетмĕ) Алексей Филиппов (Карай) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.
1996 —1997 çулсенче çут тĕнчене килнĕ хĕр ачасенчен 500 метрлă дистанцире Диана Краснова (Пикшик) чи çивĕччи пулчĕ. Унăн кăтартăвĕ — 1.32,8 минут. Иванова Анжелăпа (Мăн Шетмĕ) Кристина Львова (гимнази) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Ку ушкăнри арçын ачасенчен 1000 метра Александр Васильев (Мăн Шетмĕ) 3.11,3 минутра вĕçлеме пултарчĕ. Унăн юлташĕ, Сергей Спиридонов — иккĕмĕш, Андрей Васильев (гимнази) виççĕмĕш вырăнсенче.
1994—1995 çулсенче çуралнă хĕр ачасенчен 1000 метра Елизавета Жестянова (гимнази) чи малтан — 3.31,6 минутра — вĕçлерĕ. Чатукассинчи Екатерина Поповапа Алина Николаева — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.
Асăннă ÿсĕмри арçын ачасенчен 2 километрлă дистанцире Евгений Дмитриев (Мăн Шетмĕ), ун кăтартăвĕ — 6.29,3 минут, вăйлăрах пулчĕ. Александр Черновпа (гимнази) Гордей Ильин (Пикшик) пьедесталăн 2—3-мĕш картлашкисем çине улăхма пултарчĕç.
15—14 çулсенчи хĕр ачасенчен 2 км дистанцире Анастасия Антонова (Мăн Шетмĕ), 7.12,9 минут вăхăт кăтартса, çĕнтерчĕ. Света Емельяновапа (Еншик Чуллă) Мария Павлова (гимнази) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.
16—17 çулсенчи арçын ачасем 3 пин метра чупрĕç, 500 метрлă дистанципе 6 хут чупса çаврăнчĕç. Кунта Раççейре кросс чупас енĕпе мала тухассишĕн анчахрах Оренбургра иртнĕ чемпионатра Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ Данил Даниловпа Эдуард Краснов, 9.11,3 минут вăхăт кăтартса,1—2-мĕшсем пулчĕç. Николай Львов (гимнази) — виççĕмĕш призер. Финишра кросменсене вĕри чейпе сăйларĕç.
Ăмăрту призерĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе, 4—5-мĕш вырăнсене тухнисене парнесемпе чысларĕç.
Парнесем илме район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Эдуард Шумилов тата Л. Данилов предприниматель спонсорла пулăшу кÿнĕ.