16 октября 2009 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, ачасене пушартан тата çул-йĕрти инкекрен сыхланма вĕрентес тĕллевпе Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче “Я и пожарная безопасность. Внимание, дети!” уйăхлăх иртрĕ. Уйăхлăхра тĕрлĕ калаçусемпе мероприятисем пулчĕç.
7, 8-мĕш классем хушшинче “Счастливый случай” вăйă иртрĕ. Вăл 8-мĕш классен “ДДД” команди çĕнтернипе вĕçленчĕ.
4-мĕш класра вĕренекенсен “Тĕп çул” тата “Светофор” командăсем хушшинчи спорт эстафетинче никам та çĕнтереймерĕ.
5-мĕш классем йĕркеленĕ “Школа-сфетофорных наук” презентаци ăмăртăвĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.
8-мĕш класра вĕренекенсем “Пожарная безопасность” презентаципе паллашса нумай çĕннине пĕлчĕç. 7-мĕш класс вĕренекенĕсем “Правила ПДД” тестсемпе паллашрĕç, вĕсене шутласа çул-йĕр правилисене ытларах вĕренчĕç.
6-мĕш классем “Пушара сÿнтернинчен унран сыхланма çăмăлрах” калаçу йĕркелерĕç, пушар пысăк инкек кăларнине пĕтĕмлетрĕç. Вĕренекенсем, “Знаете ли вы дорожные знаки?” стендпа паллашса, çул çинче асăрхануллă пулмаллине ăнланчĕç.
Уйăхлăха вĕçлесе пушар тухсан хамăра мĕнле тытассипе, унтан мĕнле тухса тарассипе вĕрентÿ ирттертĕмĕр, пĕтĕмлетÿсем турăмăр, йăнăш тунă ачасене асăрхаттартăмăр.