АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президент премине тивĕçнĕ

16 октября 2009 г.

 

Галина Валентиновна Горшкова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Пигасова) 1959 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, кĕрхи илем ытамĕнче Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнче вырăс çемйинче çуралнă. Ашшĕ пекех ăш пиллĕ, тавра курăмлă, пултаруллă хĕр.

Хăйĕн пурнăçне творчествăпа çыхăнтарнă çын Шăхасан ялне аван пĕлет. Чăваш халăхĕн паллă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çак тăрăхра çуралса çунат сарнă. Гальăшăн та çаплах. Вăл та сăвă-юрăпа туслă пулнăран, сăвă çырас туртăм çамрăклах палăрнă.

— Çеçпĕл Мишши хăйĕн кĕске кун-çулĕн ача чухнехи вăхăтне ăс-тăн пухса Шăхасанта ирттерни ман пурнăçра та паллă йĕр хăварчĕ. Çеçпĕл Мишши маншăн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Çеçпĕлĕм пек пулма, лайăх вĕренсе Тăван çĕр-шывшăн усăллă çын пулма тĕллев тытрăм. Вăй хуни вырăнлă пулчĕ, — аса илет çамрăк чухнехи çулсене Галина. — Атте-аннене çак тăрăхра тĕпленсе мана çуратса ÿстерсе вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн чун-чĕререн тав тăватăп, мухтанатăп та. Телейлĕ эпĕ. Аттепе аннерен пахи, хакли çук çак çутă тĕнчере.

— Галина Валентиновна, аçăра еплерех астăватăр эсир? Вăл сирĕн асăрта мĕнлерех юлчĕ, — калаçăва малалла тăсрăм эпĕ.

— Эпĕ аттепе аннен пĕртен-пĕр ачи. Туслă çемьере çитĕнтĕм. Кил-йышра вырăсла калаçнăран хамăн чи çывăх çыннăмăрсене папа, мама тесе чĕнетĕп. Пирĕн атте çынпа яланах кăмăллă, сăпайлă çынччĕ. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе пире вĕрентсе, çул кăтартса хăварчĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем пирĕн хушăра çук, — ассăн сывласа илчĕ Г. Горшкова. — Атте ĕçе юратнă, пепкине те хăй пек ĕçчен тăвасшăн пулнине эпĕ пĕчĕклех ăнланнă. Пирĕн çурт-йĕр ялта кайрисен шутĕнче пулман. Вăл улма сачĕ ăшне путнă тесен те тĕрĕс. Сад пахчи тĕрлĕ йышши тутлă улма-çырла йывăççисемпе пуян пулнă. Çакăнтах хурт-хăмăрне те ĕрчетнĕ. Çуркунне шап-шурă çеçкери улма-çырла йывăççисем, чечек çинче сĕрлекен вĕлле хурчĕсем... Çамрăк чĕреçĕм пурнăç илемĕпе килленетчĕ. Сĕтел çинчен сиплĕ пыл татăлман, ачи сывлăхĕшĕн вĕçĕмех тимленĕ. Кил-çуртри ĕç-пуçа хам тĕллĕнех юратса пур кăмăлтан тăваттăм. Атте хăйĕн пушă вăхăтне алла баян илсе хитре, чуна илĕртекен кĕвĕсем шăрантарнине епле-ха манăçа хăварăн. Вăл мана пĕчĕклех музыка ăсталăхне алла илме пулăшрĕ, юрă-кĕвĕ пурнăçăн тĕп тĕллевĕ пулса тăчĕ. Музыка енĕпех шурă Шупашкарта аслă пĕлÿ илтĕм, хамăн пурнăçа музыкăпа çыхăнтартăм. Таймапуç аттене çакăншăн.

— Галина Валентиновна, хăвăр аннÿ пирки икĕ-виçĕ сăмах та пулин илтесшĕнччĕ, — ыйтуллăн пăхрăм унăн хурлăхан пек хура куçĕсем çине тинкерсе.

— Анне те атте пекех ырă кăмăллă, чун-чĕрипе вашават çынччĕ. Вăл, вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулнă май, хăйĕн ĕмĕрне çамрăк ăрăва вĕрентнĕ çĕре панă, — кăмăллăн сăмахлать Галина.

Лидия Емельяновна Пигасова Шăхасанти вăтам шкулта пĕр хушă вăй хунă хыççăн ялти ача-пăча садĕнче 17 çул хушши, хăй тивĕçлĕ канăва тухиччен, заведующи тилхепине хăйĕн аллинче çирĕп тытса пынă. Ăна нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” хисеплĕ ята панă. Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе пĕрре çеç мар чыс тунă.

— Эпĕ те анне çулĕпех кайрăм темелле. — Чĕрĕк ĕмĕре яхăн “Çеçпĕл” ача-пăча садĕнче вăй хуратăп. Музыка ăсталăхне ачасене вĕрентнĕ çĕрте вăй-хала шеллеместĕп, — терĕ Г. Горшкова.

Питĕ тĕрĕс сăмахсем кусем. Чăнахах та “Çеçпĕл” ача-пăча садĕнче вăй хуракансем чунри çеçпĕлĕхшĕн çине тăни куç умĕнчех. Харпăр хăй пултарулăхĕпе талантне халăх умне кăларассипе те ырă йĕр хăварнă коллективра. Ку районпа республика шайĕпе йĕркеленĕ смотр-конкурссенче те аван палăрать.

Акă, пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнче Красноармейскинчи ача-пăча сачĕсен “Ладушки” фестивалĕнче те хăйсен музыкипе тата юрри-ташшипе çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç, I степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕç. Çакăнта Г. В. Горшкован тÿпи калама çук пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн премине илме тивĕç пулчĕ. Ман алăра — рамăра илемлĕ вырнаçтарса хунă Свидетельство. Унта вырăсла çапла çырса хунă: “Горшкова Галина Валентиновна, музыкальный руководитель муниципального дошкольного образовательного учреждения “Детский сад “Сепель” с. Красноармейское Красноармейского района является победителем республиканского конкурса на денежное поощрение Президента Чувашской Республики в рамках приоритетного проекта “Образование”.

Президент Чувашской Республики Н. Федоров.

Галина Валентиновна хăйĕн кун-çулне Трак тăрăхĕпе çыхăнтарнă. 1982 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче пурăнакан Александр Горшковпа юрату хĕлхемĕпе çунатланнăскерсем çемье çавăраççĕ, ача-пăчаллă пулаççĕ. Виçĕ ачине вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тимлеççĕ.

Дима 1983 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăл Чулхулари ШĔМ академийĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Заволжски ЛПУМГра вăй хурать. 2007 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче çемье тĕвĕлесе йыш хушаççĕ. Сухви ятлă хĕрĕ çулталăк та 7 уйăхра çеç-ха. Вăл — аслашшĕпе асламăшĕн тĕрекĕ.

Горшковсен иккĕмĕш ачи — Ольга. 1985 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. 2008 çулта Шупашкарти коопераци институчĕн экономика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Санкт-Петербургра кăмăлланă ĕçĕпе вăй хурать.

Çемьере кĕçĕнни — Елена. Вăл Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче 8-мĕш класра ăнăçлă вĕренет. Кил хуçи Александр Горшков 1991 çултанпа Заволжски ЛПУМГра инженер-строитель ĕçĕсене чыслăн пурнăçлать.

Эпĕ сире, хаклă çыннăмăрсем, юбилей ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатăп. Телейлĕ пулăр!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика