16 октября 2009 г.
“Янмурзино” хуçалăхшăн Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ япăх мар пулчĕ. Уйрăмах ÿсен-тăран отраслĕн кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Зинаида Тимофеева тĕп агроном каланă тăрăх, кунта кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 1170, çĕр улми 230 гектар акса-лартса çитĕнтернĕ. Тÿрех каламалла, вĕсен тухăçĕ те лайăх. Тĕслĕхрен, тĕш тырăсем кашни гектартан вăтамран — 27,5 (кĕлет виçипе), çĕр улми 240 центнер тухăç парнеленĕ. Уйрăмах урпан “эльф” сорчĕ савăнтарнă. Вăл гектартан вăтамран 33 центнер (кĕлет виçипе) тухнă.
Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, янмурçинсем кăçал кĕрхисене 810 гектар акса хăварнă. Кĕрхи çĕртме сухи тăвас ĕçсем малалла пыраççĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем хĕрсех çĕр улми суйлаççĕ. Вĕсене çак ĕçре ытти ялсенчи çынсем те пулăшаççĕ. Шел, çĕр улмине илме килекенсем хальлĕхе çукрах.