16 октября 2009 г.
Карайсем те йывăç-тĕмсем лартмалли уйăхлăха хутшăнма тăрăшаççĕ. Акă, октябрĕн 8-мĕшĕнче кунти вĕренекенсем шкул тавра хырпа чăрăш, паланпа пилеш калчисем 250 штукран кая мар лартса хăварчĕç. Хунавĕсене вара вĕсене Карай ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем вăрмантан кăларса килсе панă.
Сурăмхĕрринчи Владимир Сергеев тăрăшнипе Кашлав шывĕ хĕрринче тепĕр 25 хурăн хăйĕн вырăнне тупнă.
— Йывăç лартмалли уйăхлăха хутшăнса, тавралăха тирпей-илем кÿресси пирки те манмастпăр. Акă, анчахрах Сурăмхĕррине каякан автоçул хĕрринче çÿп-çап тăкнă санкцилемен вырăна тĕп турăмăр, бульдозерпа тĕктерсе çĕр айне турăмăр, — пĕлтерет Карай ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалисчĕ Ольга Сергеева. — Çавăн пекех палăртман вырăна çÿп-çап тăкма юраманни çинчен пĕлтерекен вывескăсем лартса тухнă...